Виçĕ "3"ллĕ кунра çемье çавăрас текенсем те пур

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2022, 10:32 Просмотров: 498

КĂÇАЛ иртсе кайнă "22.02.2022" кунра эрне пуçламăшĕ пулнине пăхмасăрах районти Мăшăрлану керменĕнче ултă "2"ллĕ паллăна суйласа илнĕ ултă çемье çĕнĕ çемье çавăрчĕ. Вĕсем пирки "Авангард" хаçатра та çырнăччĕ. Çывхарса килекен Кролик çулталăкĕнче те мăшăрланас текенсемшĕн çакнашкал илĕртỹллĕ кун пур иккен: 03.03.2023. Вăл эрнекунпа тỹр килет.

Чăваш Енре çуркунне уйăхĕнчи çак килĕшỹллĕ цифрăна çемье çавăрма калаçса татăлнă 17 каччăпа хĕр суйласа илнĕ. Унччен вăхăчĕ самаях çителĕклĕ пулнине шута илсен, пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпе тату пурăнма шантарса ылтăн çĕрĕ тăхăнтартакансен йышĕ тата хутшăнĕ-ха. Хальлĕхе Патăрьелĕнчи ЗАГС пайне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксенчен çак кун çырăнас текен пĕр заявлени те кĕмен-ха.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика