Кивĕ хут йывăçа перекетлеме те май парать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2022, 10:33 Просмотров: 531

"ЭКОЛОГИ" наци проекчĕн Пĕтĕм Раççейри #БумБатл акципе килĕшỹллĕн республикăри шкул ачисемпе вĕрентекенсем кивĕ хут пухассипе кар тăнă. Акцие Чăваш Енри 22 пин шкул ачипе вĕрентекен хутшăннă. Вăл шутра пирĕн районти шкул коллективĕсем те хастарлăх кăтартнă çеç мар, чи нумай хут пуçтаракансен йышне те кĕнĕ.

Акă, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкул коллективĕ 8450 килограмм, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул 5478 килограмм кивĕ хут пуçтарса ăсат- нă. Вĕсем - республикăра чи кăтартуллисем. Акци вăхăтĕнче 48 тонна макулатура пухса ачасем çав тери пысăк пулăшу тунă: 650 йывăçа касасран упраса хăварнă, унсăр пуçне 60 ытла тонна шыв, 48 пин кВт электроэнерги перекетлеме май панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика