Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 11:48 Просмотров: 466

Раççейĕн тĕрленĕ карттипе паллаштарнă

Мускаври "Вырăс юрри" патшалăх академи театрĕнче çĕршывăн çĕнетсе, Раççей Федерацийĕн тăватă çĕнĕ регионне - Донецк тата Луганск халăх республикисене, Запорожье тата Херсон облаçĕсене - кĕртсе, тĕрленĕ карттипе паллаштарнă. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсем, субъектсен пуçлăхĕсем тата карттăна тĕрленĕ 263 ăстапа специалист хутшăннă.

Çĕнĕ Шупашкар уява хатĕрленет

Çĕнĕ Шупашкар Республика кунне хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ грант пулăшăвĕпе Атăл хĕрринчи урама çĕнетсе илемлетме палăртнă. Кунта амфитеатр, пĕчĕк архитектура формисем пулаççĕ, урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассине тĕпрен çĕнетеççĕ. Уяв тĕлне хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем те пуян программа хатĕрлеççĕ.

Электронлă майпа та пулать

Регион тата муниципалитет шайĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене халĕ электронлă мелпе те илме пулать. Çакнашкал 88 пулăшăва электрон меле куçарнă та ĕнтĕ. Çапла майпа республика çĕршыв Президенчĕ хушнине 100 проценчĕпех пурнăçланă. Патшалăх пулăшăвне электрон майпа кирек хăш вăхăтра та илме пулать - çакă унăн ырă енĕсенчен пĕри.

Мемориал комплексне - 50 çул

СССР летчик-космонавчĕн А.Г. Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексне уçнăранпа 50 çул çитнĕ. Космонавтика музейĕ паян культура тата наукăпа çут ĕç центрĕ пулса тăрать. Унта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, авиацин генерал майорĕн, Чăваш Республикин хисеплĕ çыннин Андриян Николаевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă истори тĕлĕшĕнчен паха экспонатсем упранаççĕ. Шуршăлта çак ятпа декабрĕн 14-мĕшĕнче музейăн çур ĕмĕрхи юбилейне халалласа "Шкул музейĕнчен Мемориал комплексĕ таран" ятлă курав уçăлнă, "Музей ĕнер, паян, ыран..." çавра сĕтел иртнĕ.

Çыннăн хăйне шанмалла

 Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта "Хăвна шан" хăнăхтару хваттерне уçнă. Ăна сусăрсене хăйсен вырăнне тупма пулăшас тĕллевпе ятарласа хатĕрленĕ. Ку вырăн пурăнмалли кĕтесе аса илтерет. Унта стационарта усă куракан технологисене вырнаçтарнă. Çав çĕнĕлĕх çынна хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхма май парать. "Хăвна шан" хăнăхтару хваттерĕнче пĕр вăхăтрах ултă çынна йышăнаççĕ

Кĕпер уçнă

Сăр урлă хĕлле каçмалли кĕпере уçнă. Вăл Çĕмĕрле хулипе Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнчи Нават ялне çыхăнтарать. Юханшыв урлă каçмашкăн тỹлевлĕ. Унта 3 тоннăран ытларах тайман транспорта кĕртеççĕ. Пассажирсен пулмалла мар. Машинăсем тата çуран çỹрекенсем валли хатĕрленĕ кĕпер 150 метр тăршшĕ.

А. ИВАНОВ хатĕрленĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика