Хĕллехи çул-йĕр тимлĕх ыйтать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 11:58 Просмотров: 490

 ÇУЛ-ЙĔР çинче çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те хăвăртлăхпа тата ыттипе çыхăннă йĕркене çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Хĕллехи уйăхсенче вара водительсен ку тĕлĕшпе тимлĕхе тата ытларах ỹстермелле. Акă, иртнĕ канмалли кунсенче, декабрĕн 10-11-мĕшĕсенче юрлă-çумăрлă, пăрлак çулпа çыхăннă çанталăкра республикăра 78 авари пулнă, вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 10-шĕ аманнă.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх маларах асăннă кунсенче Патăрьел район территорийĕнче çул-йĕр инспекторĕсем аварилле лару-тăрăва сирсе ярас тĕллевпе уйрăмах сыхă пулнă. Декабрĕн 9-11-мĕшĕсенче районта пысăках мар икĕ аварие шута илнĕ, Мухтав Турра, вĕсенче никам та сывлăх тĕлĕшĕнчен сиенленмен.

Хĕл кунĕсем пуçланнă çеç-ха темелле. Малашне çил-тăманĕ те, шартлама сивĕ те пулма пултарать. Çавăнпа та çул-йĕре пăхса тăракан тата ытти службăсен çутçанталăк пулăмĕпе çыхăннă пăтăрмахсене вăхăтра парăнтарма, инкеклĕ лару-тăрăва сирме хатĕр пулмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика