Паспорт илнĕ ятпа саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 12:00 Просмотров: 1055

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Конституци кунне паллă тунă май Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 14 çул тултарнă вунă çамрăка паспорт илнĕ ятпа саламланă.

Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова тата Патăрьелĕнчи "Патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан нумай функциллĕ центр" директорĕ Юлия Селиванова, Раççей Федерацийĕн çамрăк гражданĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.

 Тĕп документа алла илнĕ çамрăк граждансене асра юлнă кун ячĕпе саламланă май Раççей гражданинĕн ятне чыслăн упрама, пурнăçра хастар та пултаруллă пулма ырă суннă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика