Пирĕн утарçăсене Швейцаринче те пĕлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 12:01 Просмотров: 515

Турханти "Нектар" фермер хуçалăх ертỹçи Николай Пирожков утарçă тĕрлĕ шайри канашлусене, конференцисене хутшăнса тавракурăмне, пĕлĕвне ỹстерет. Ыттисен тĕслĕхне вăл вырăнта та усă курать, çакă ăна вĕлле хурчĕсенчен продукци ытларах илме те, ăна вырнаçтарма та май парать. Нумай пулмасть Николай Петрович Рязань облаçĕнчи Рыбный хулинче Хурт-хăмăрçăсен федераци наука центрĕ йĕркеленипе "Хурт-хăмăр ĕçĕн паянхи аталанăвĕ тата XXI ĕмĕрти апитерапи" темăпа иртнĕ пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине хутшăннă. Унта хамăр çĕршыври утарçăсемпе пĕрлех ют çĕршывран килнисем те пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çавăн пекех лекцисем итленĕ. Сăмах май, хăшĕ-пĕри халăх умне онлайн мелпе усă курса тухнă. Чăваш Енрен кайнă ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Анатолий Скворцов та докладчиксен йышĕнче пулнă. Вăл Хурт-хăмăрçăсен федераци наука центрĕн директорне Анна Брандорфа Николай Пирожков кăларнă "Чăваш Енри паллă хурт-хăмăрçăсем" кĕнекене парнеленĕ.

- Конференци питĕ усăллă пулчĕ. Вĕлле хурчĕ усракансене хумхантаракан чылай ыйтăва хускатрĕç. Хама валли çĕнĕ юлташсем те тупрăм. "Чăваш Енри паллă хурт-хăмăрçăсем" кĕнеке Англие çитнине пĕлетĕп-ха, халĕ ăна Швейцаринчен килнĕ утарçăна парнелерĕм. Вăл ăна хапăлласах йышăнчĕ, - терĕ Николай Пирожков мероприяти пирки кĕскен каласа панă май.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика