60 çул руль умĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 12:01 Просмотров: 500

60 çул руль умĕнче çỹрерĕм, çак тапхăрта çул-йĕр инспекторĕсенчен пĕр айăплав та илсе курман.

1962 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче алла водитель правине илтĕм. Пĕр эрне МАЗ-206 машинăпа стажировка тухнă хыççăн ĕçе пикентĕм. Пĕрремĕш хут путевка илни, рейса тухни ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Братскинче пĕр вырăнтан тепĕр çĕре чуллă-тăмлă хутăша дамба тума турттармалла пулчĕ. Пирĕн ĕçе учета илсе пыраканни манпа пĕрле тиеве пушатнă çĕрте лару-тăру мĕнлерех иккенне пăхма пырассине пĕлтерчĕ. Пыратпăр çапла, ак, пĕр вырăнта сылтăмалла тăрук пăрăнмалла та анаталла аванах анмалла. Машинăна пăртăм çеç хирĕç КрАЗ (йывăр тиевлĕ машина) килет. Хăвăртлăха чакарас тесе тормоза пусрăм, анчах унти сывлăш 0 (ноль) çине анса ларнă. Çулăн пĕр енче техника, тепринче пысăк чул выртать. Алăпа чармалли тормоза тĕкĕнмерĕм. КрАЗпа чул хушшинчен çухалса каймасăр сĕртĕнсе тенĕ пекех тухса кайрăм. Дамба тунă çĕре ним пулман пекех çитрĕм. Анса пăхрăм та - эпĕ тытса пыракан техникăн хыçалти моста çыхăнтаракан тормоз шланги татăлса кайнă иккен. Юлташсем пулăшнипе çийĕнчех юсарăмăр. Каялла кайнă чухне çула тимлĕ сăнаса пытăм. Пăрăнчăкра арматура выртать, шăпах çавă чутах инкек кăтартман иккен мана.

Тормоза пула асра юлнă тепĕр самант та ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Аварие çакланнă УАЗ-452 машинăна ("буханка" тетчĕç ăна) 1986 çулта Шупашкартан Патăрьелне ЗиЛ-156 автомашина прицепĕ çине тиесе килмелле пулчĕ. А. Даниловпа О. Раськина техникăна лайăх çыхса хума хушрăм. Транспорта каллĕ-маллĕ çỹреттерсе те тĕрĕслерĕм. Пурте йĕркеллех иккенне ĕненнĕ хыççăн тин çула тухрăмăр.

 Тикĕс, кăлтăксăр ĕçлекен мотор хăвăртлăха ỹстерме хистенĕн туйăнать. Водителĕ те шанчăклă. Кĕтмен çĕртен Канаш районĕнчи Шăхасан патĕнче сулахай енчен пирĕн умма прицеплă Т-150 трактор çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăсса сиксе тухрĕ. Хирĕç халăхпа тулли икĕ "Икарус" автобус килет. Инкек курасси те инçе мар. Мĕн тумалла? А. Данилов опытлă водитель тỹрех тормоза пусрĕ. "Тормоз ĕçлемест, сывлăш пĕтрĕ!" - тесе кăшкăрса ячĕ. Машина унталла-кунталла выляса кайрĕ. Манăн, хĕрринче ларнăран, сиксе юлма та май пурччĕ. Вăхăтĕнче ачасене вĕрентнĕ чухне синкерлĕ самантра техникăна пăрахма юраманнине яланах калаттăм, çавăнпа кун пек утăма тăвасси пирки шухăшламан та. Варринче пыракан Олег Раськин урлă кармашса сулахай алăпа руле ярса тытрăм. "Мана ан чăрмантар!" - хыттăн каларăм А. Данилова. Çапла майпа шăпана хам алла илтĕм. "Пултараймасан пурте вилетпĕр", - вĕçсе иртрĕ шухăш. Автобуссемпе трактор хушшинчен сĕртĕнсе тенĕ пек тухса кайрăмăр. Хăвăртлăх чакнипе машина çул хĕррине çитсе чарăнчĕ.

Кабинăран антăм та - тар тапса тухрĕ, шывпа сапнă пекех йĕп-йĕпе пултăм. А. Данилов ман пата чупса пычĕ те: "Александр Степанович, эсир пулман пулсан мĕн кураттăмăрччĕ-ши? Манăн куç курми пулчĕ, йĕри-тавра сĕм тĕттĕмччĕ", - тет.

Техникăна пăхнă хыççăн тормоз сиенленни палăрчĕ, ăна тирпейленĕ хыççăн Патăрьелне çул тытрăмăр.

Çапла, руль умĕнче 60 çул çỹресе темĕн те курма тиврĕ. Ĕçре яланах чун-чĕререн вăй хунă. Эпир, вăрçă ачисем, çĕршыва аталантарас шухăшпа пурăннă. 1963 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче 222 хушупа килĕшỹллĕн авари туманнине кура ĕç кĕнекинче Шиткинчи вăрман хатĕрлекен участокĕн Хисеп хăми çине кĕртнине çырса хуни те пур.

Çул-йĕр инспекторĕсенчен те пĕр айăплав та илсе курман. Манăн паян та водитель прави пур, вăл 2029 çулчченех çула тухма юрăхлă. Çулсем аслăланнăран халĕ машинăпа çỹреместĕп.

Йывăртарах лару-тăрура шоферăн çухалса каймалла мар. Чи кирли вара - руль умне лараканăн эрех-сăра пирки манмалла.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика