Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:23 Просмотров: 300

 Чăваш халăх писателĕ, СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ (1958 çул), Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1967), РСФСРăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1976), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш АССРĕн халăх поэчĕ (1990), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Василий Иванович Давыдов-Анатри (26.12.1917 - 08.09. 2010) 105 çул каялла Первомайскинче çуралнă.

В. Давыдов-Анатри Чăваш патшалăх учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă, 1940-1941 çулсенче Хĕрлĕ çарта пулнă. Ун хыççăн Первомайски районĕн "Коммунар" хаçатĕнче яваплă секретарь, партин Чăваш обкомĕн инструкторĕ, Чăвашрадиокомитетра яваплă должноçсенче (редактор, председатель çумĕ, тĕп редактор),Чăваш АССРĕн культура министерствин радиоинформаци пайĕн начальникĕ, "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатра литература сотрудникĕ, Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1959 çултанпа профессиллĕ писатель пулнă.

 Вăл поэт, прозаик, публицист пек паллă пулнă. Унăн пĕрремĕш сăвви 1936 çулта Первомайски район хаçатĕнче пичетленнĕ.

Тĕп изданийĕсем: "Сăвăсем", "Ăру", "Сатин кĕпе", "Пирĕн телей", "Чеменпе Мерчен", "Асатте парни", "Пурçăн тутăр", "Юррăмсем-çунатăмсем", "Сăввăмсем - чун парнисем", "Ỹссен эсĕ кам пулан?", "Митта в моей памяти" тата ыттисем те.

Василий Иванович Халăхсен туслăх орденне (1987 çул), медальсене, Чăваш АССРĕн Аслă Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика