Пархатарлă акцие пурте хапăл тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:28 Просмотров: 279

ИРТНĔ уйăхра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул администрацийĕпе ашшĕ-амă- шĕн комитечĕн пĕрлехи йышăнăвĕпе "Салтака ăшă парнеле" ("Подари тепло солдату") ыр кăмăллăх акцийĕ старт илчĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене хĕлле тăхăнма ăшă тумтирпе, ытти кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси. Акцие ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те пысăк хастарлăхпа хутшăннă, вĕренекенсем килтен ăшă чăлхасем, перчеткесем тата ыттине те илсе килнĕ. Мĕн пурĕ салтаксем валли 11 курупка япала хатĕрленĕ, унсăр пуçне ачасемпе вĕрентекенсем салтаксем патне ăшă салам сăмахĕсемлĕ çырусем те шăрçаланă, каялла сывă таврăнма суннă.

Нумай пулмасть гуманитари пулăшăвĕн курупкисене Юрий Тинюков волонтера панă, вăл вĕсене çарти салтаксем патне çитерет. Шкул директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Гелсирень Абейдуллова шкул коллективне, ашшĕ-амăшне, ачасене акцие хастар хутшăннăшăн чĕререн тав тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика