Иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетнĕ, музей уçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:33 Просмотров: 304

Шăнкăртамра Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн анлă съезчĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Равиль Ямалетдинов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, Раççейри мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн пуçлăхĕ, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн муфтийĕ Альбир хазрат Крганов, Тутарстан Республикин премьер-министрĕн çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн наци совечĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Чăваш Республикинчи мăсăлмансен тĕн управленийĕн муфтин пĕрремĕш çумĕ Ильяс хазрат Сафиянов, Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей, имамсемпе мăсăльман прихучĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Съездра мăсăльман тĕн управленийĕн иртсе пыракан çулталăкри ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Атăлçи Пăлхарта ислам тĕнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине Чăваш Енре те анлăн уявланă. Альбир хазрат Крганов юбилейпе çыхăннă мероприятисене çỹллĕ шайра ирттеме пулăшнăшăн Чăваш Республикин ертỹçисене тав тунă. Çавăн пекех сумлă лару-тăрура Тутарстан Республикин премьер-министрĕн çумне, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн наци совечĕн председательне Василь Шайхразиева Шăнкăртам ял халăхĕ ятĕнчен Тав çырăвĕпе чысланă, "Гулистан" медресерен вĕренсе тухакансене дипломсем панă.

Юлашкинчен "Меслимэ" мечĕт-комплекс çумĕнче Чăваш Енри Ислам историйĕн музейне уçнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика