Сăкăтсем аваллăхăн асамне асрах тытаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:38 Просмотров: 160

Республикăри ЧНКн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕсем халăхăмăрăн пуянлăхне - эткерлĕхне - упрассипе пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ.

Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче хастарсем ку енĕпе Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçал Шупашкар, Етĕрне, Муркаш, Çĕмĕрле, Канаш, Патăрьел районĕсенчи ЧНКн уйрăмĕн ертỹçисемпе пĕрле çавра сĕтел, чунçỹрев, республикăри семинар тата ытти йĕркелесе ирттертĕмĕр. Çак кунсенче вара чăваш хĕрарăмĕсем Патăрьел районĕнчи Сăкăтри культура çуртĕнче йĕркеленĕ "Чỹклеме" - тыр-пул уявĕ" мероприятине хастар хутшăнтăмăр.

 Çакăн пек уявсем чăваш халăх вĕрентĕвĕн иксĕлми пуянлăхне упраса, чăвашсен авалхи чапне çĕнетсе çирĕплетме май параççĕ. Мăн асатте-асанне çут çанталăкпа килĕшỹре пурăннă, йывăр ĕçпе пиçĕхсе ывăннине те ял-йышпа пуçтарăнса уявсен- че кăмăл туличчен савăнса ирттернĕ, ырă та тулăх пурнăçа шаннă. Шăпах "Чỹклеме - тыр-пул уявĕ" хресченсен авалхи пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕри шутланнă. Чỹклеме - тулăх çимĕçсемшĕн Турра, çут çанталăка тав туни, çамрăксене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, ĕçчен те маттур пулма вĕрентни.

Сăкăтра пурăнакансем уявăн пĕлтерĕшне тахçанах ăша хывнă. Ахальтен мар культура çурчĕн директорĕ Вероника Кузнецова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ авалхи несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине паянхи кун та ĕненỹллĕ кăтартса пачĕ. Уяв кĕрекине Патăрьел район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен пайăн тĕп специалисчĕ Полина Логунова, ЧНКн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕсен пысăк ушкăнĕ, ЧНКн Патăрьел уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова, Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ял-йыш хутшăнчĕ.

Чỹк ирттермелли вырăнта усал сăмах калама та, чĕлĕм туртма та юраман. Ахальтен мар чỹклеме кĕллине ирттермелли ĕçме-çимине шурă пир çине сарса хучĕç. Вероника Кузнецова авалхи кĕлĕ сăмахĕсене илемлĕ çепĕç чăваш чĕлхипе паллаштарчĕ: "Çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлете хума пар, укçине хаймаласа тытма пар... Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ картана хупма пар...". Залра ларакансем несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине пăхăнса ирттерекен уява пĕр сасă кăлармасăр итлесе, пăхса лартăмăр. Чăннипех те пуян культура эткерлĕхне упраççĕ Сăкăтсем. Тумĕсем те, ташши-юрри те, савăт-сапи те йăлтах аваллăхран. Пирĕншĕн кунта тĕлĕнмелли, хавхаланмалли пайтах пулчĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă. Вероника Григорьевна 2021 çулта "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пуçарăвĕпе регионсем шайĕнче иртекен "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма" конкурсăн Гран-прине тивĕçнĕччĕ. Вăл кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнăскер, çак уява та тĕлĕнмелле пысăк ăсталăхпа йĕркеленĕ. Хăй йĕри-тавра пултаруллă та хастар чăвашсене пуçтарнă ертỹçĕ культура вучахне сỹнме памасть, яланах çĕннине шырать. Мăшăрĕ те, Олег Витальевич, чунĕпе культура ĕçне парăннăскер, çакăнтах йĕкелỹçĕре тимлет. Культура çурчĕ çумĕнчи Николай Толстов ертсе пыракан халăх хорĕн пултарулăхĕ те савăнтарать.

Культура çуртĕнчех çамрăк артистсен ăсталăхне туптакан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вера Кузнецова та пуканесен театрне 30 çул ытла ертсе пырать. Артистсем пултаруллă режиссер ертсе пынипе Юхма Мишши ентешĕн вун-вун спектакльне халăх патне çитернĕ, тĕрлĕ шайри конкурс-фестивальте çĕнтернĕ.

Кунтах "Аваллăхсăр малашлăх çук" куравра Сăкăтсен тĕлĕнмелле пултаруллă, ылтăн алăллă çынсен ĕçĕсемпе, экспонатсемпе, чăваш тĕррин асамлăхĕпе те паллашма май пулчĕ. Ялти хисеплĕ ватă, тăххăрмĕш теçеткере пыракан Мария Глухова уява пухăннисене ĕлĕк мĕнле пир тĕртнине питĕ ăста кăтартса пачĕ.

Уявра ăш сăмахсем, ырă сĕнỹсем нумай пулчĕç. Патăрьел районĕн мухтавлă ентешĕ, комитет пайташĕ, чăваш халăх поэчĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи хăй çырнă кĕнекисене парнелерĕ. "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕсем, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Деменцова, ЧР йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Инесса Алексеева, Галина Харитонова, Нил Иванов, Çĕмĕрле районĕнчи "Шанчăк" фольклор ушкăнĕ тата ыттисем те Сăкăтри уява хаваспах хутшăнчĕç. Авалхи йăла-йĕркепе çыхăннă мероприяти чылайлăха асра юлĕ.

 Ю. МАРЕЕВА, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика