Пирĕн ырă тĕслĕх - çамрăк кадетсемшĕн çул маякĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:40 Просмотров: 162

 Чикĕ хуралĕнче службăра пулнă ветерансен районти обществăлла организацине - "Пограничное братство" пĕрлĕхе - йĕркелесе яни кăçал вунă çул çитрĕ. Çак тапхăрта эпир общество пурнăçĕнчен те, пархатарлă та ырă пуçарусенчен те, акцисенчен, тĕрлĕрен субботниксенчен, спорт, культура тата ытти мероприятирен те айккинче тăман.

2014 çулта районти "Пограничное братство" обществăлла организацин хастарĕсен пуçарăвĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çамрăк кадетсен класне уçрăмăр. Вĕсемпе питĕ тачă çыхăну тытатпăр, пĕрлехи мероприятисем, калаçусем ирттеретпĕр. Туçари вăтам шкулта кăçал кадетсем 11 класран вĕренсе тухаççĕ. Çамрăк кадетсене В. Аппакова тата О. Табакова вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ.

Пирĕн пĕрлĕхĕн членĕсем районта çарпа патриотла воспитани енĕпе иртекен кашни мероприятирех хастарлăх кăтартаççĕ. Çулсеренех кадет класĕсемпе пĕрле майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркелекен митингри парада хутшăнатпăр. "Паттăрлăх урокĕсем" ирттеретпĕр. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Солдатов ячĕпе хисепленекен кадетсен класĕнче Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунĕнче те кăсăклă тĕл пулу йĕркелерĕмĕр, ачасене çĕршыв, хамăр район паттăрĕсем пирки каласа патăмăр.

Пограничник-ветеранĕсем "Пĕрле ырă ĕç тăвар" акцие хутшăнса та вулавăша 200е яхăн тĕрлĕрен кĕнеке парнелерĕç. Çав вăхăтрах çар операцине хутшăнакан çамрăксене гуманитари пулăшăвĕ парас тĕллевпе те ятарлă счет çине виçĕ хутчен укçа пуçтарса куçартăмăр. Пирĕн пĕрлехи ĕç салтаксене каялла сывă таврăнса килме çеç пулăштăр.

Кирек мĕнле коллективра та ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ хастарсем пур. Обществăлла организацийĕн пограничник-ветеранĕсем - Н.Тинюков, М. Харитонов, Л. Ильеров, А. Агеев, А. Чихин, Ю. Вуколов, Г. Егоров, И. Киргизов тата ыттисем пирки те ăшă сăмах çеç калас килет.

А. БЫКОВ, районти "Пограничное братство" пĕрлĕх ертỹçи

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика