Пенсионерсен пĕрлĕхĕ пĕрлехи вăйпа тăрăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:41 Просмотров: 164

Декабрĕн 23-мĕшĕнче районти централизациленĕ библиотека системинче Патăрьел районĕнчи Пенсионерсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн пĕтĕмлетỹ ларăвĕ иртрĕ.

Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе тимлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, Патăрьел районĕнчи клиент службин руководителĕн çумĕ Ираида Кузнецова, районти Пенсионерсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Полина Логунова, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова хутшăнчĕç.

Пенсионерсен пĕрлĕхĕн пĕтĕмлетỹ ларăвĕнче унăн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Полина Логунова 2022 çулхи ĕç-хĕл пирки отчет туса пачĕ, тивĕçлĕ канăва тухнисен обществăлла организацийĕн хастарĕсем республика, район шайĕнчи мероприятисене, конкурссене хутшăннă пирки презентаци кăтартрĕ.

Ларура Патăрьел районĕнчи юрăпа ташă ансамблĕн, ветерансен хорĕн ертỹçине Раççей тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ работникне Анатолий Шакина Раççейри пенсионерсен Союзне йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнĕ ятпа "Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхне пысăк тỹпе хывнăшăн" ("За большой вклад в развитие Союза пенсионеров России") юбилей медалĕпе, районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн хастарĕсене Чăваш Республикинчи пенсионерсен регионти уйрăмĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Мероприятире Елена Степанова, Валентина Яковлева, Галина Хлебникова, Эвелина Карягина тата Татьяна Положина пенсионерсен пĕрлĕхĕн хастарĕсем хăйсен творчество ăсталăхĕпе, пархатарлă ĕçĕсемпе, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе паллаштарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика