Сыхлăха вăйлатмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 28.12.2022, 07:57 Просмотров: 158

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем савăнăçлă иртчĕр, кану кунĕсенче нимĕнле инкек те шар ан кăтарттăр, хĕллехи вăхăтра ял тăрăхĕсенчи пушар сыхлавĕн ирĕклĕ дружинисем хăйсен ĕçне еплерех йĕркелесе пыраççĕ тата ытти хăш-пĕр ыйтăва чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тимлекен районти комиссин ларăвĕнче пăхса тухнă. Ăна çỹлерех асăннă комиссин председателĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

 Районти пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕн пай начальникĕ Андрей Тукмаков палăртнă тăрăх, уяв кунĕсенче çын нумай пуçтарăнакан общество вырăнĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех огнетушительтен пуçласа телефон çыхăнăвĕ таранах юсавлă пулмалла, дежурство йĕркелемелле тата ытти те.

Уявсене пушар хăрушсăрлăхĕпе вырăнта еплерех тивĕçтернине Нăрваш Шăхаль тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Раськинпа Минсур Валитов паллаштарнă.

Ларурах чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тимлекен районти комиссин çитес çулхи ĕç планне те йышăннă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика