Халăхпа калаçатăн – пурнăçа пĕлетĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2022, 15:40 Просмотров: 117

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 27-мĕшĕнче çулталăка пĕтĕмлетнĕ май «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Ăна «Контактра» социаллă сетьре «Чăваш Республики» ушкăнра тата унăн телеграмм-каналĕнче курма, Чăваш наци радиовĕпе тата Тăван радиопа итлеме май пулчĕ.

Республика Пуçлăхĕ иртсе пыракан çул çăмăлах пулманнине, çапах вăл кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлнине пĕлтерчĕ. Çав шутра – ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парасси,  «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пурнăçа кĕртни, «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен» монументне хăпартни. Çавăн пекех Олег Алексеевичăн 2022 çулта мăнук çуралнă.

Агропромышленноçри пысăк тухăç, технопарксем хута ярас енĕпе ĕçлени, туризм ыйтăвĕ вырăнтан хускални, предпринимательсем конкурентлă продукци туса кăларни, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ 35 пин çынна çитни, ĕçпе тивĕçтерессинче фермерсен шкулĕн витĕмĕ пысăк пулни тата ытти самант пирĕн республика аталанăвне сăнласа парать. Çакна пĕтĕмпех Олег Алексеевич сăмахĕнче илтме тÿр килчĕ.

Тÿрĕ эфира шăнкăравласа тухнисем те, портала çырса пĕлтернисем те чылай кăсăклă ыйту хускатрĕç. Регион ертÿçи икĕ сехет çурă тăсăлнă калаçура çул-йĕрпе, таса шывпа, сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтерессипе,  çĕнĕ шкулсем тăвассипе, чăваш чĕлхине аталантарассипе, граждансен тĕрлĕ категорине, хальхи вăхăтра мобилизациленĕ çынсен çемйисене те, патшалăх пулăшăвĕпе тĕрев парассипе çыхăннă тата ытти ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Çынсем республика Пуçлăхне хăйсем патне пырса курма сĕнни те пĕрре мар пулчĕ. Çитес çул туризм  тата çамрăксен ыйтăвĕсем уйрăмах   пысăк тимлĕхре пулĕç.

Тÿрĕ эфирта ачасене сăмах пани те вырăнлине палăртмалла, мĕншĕн тесен çитес çул Олег Николаевăн указĕпе килĕшÿллĕн Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. Камăн ыйтăвне асăнайман, пăшăрханма кирлĕ мар. Кашнийĕнпех çывăх вăхăтрах тулли хурав пулĕ.

Сăмах май каласан, Олег Николаев региона ертсе пыма тытăннăранпа 15-мĕш хут «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Вĕсенчен 7-не кăçал йĕркеленĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика