Çĕнĕ йыша çирĕплетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2022, 16:00 Просмотров: 468

ДЕКАБРĔН 28-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çумĕнчи Общество канашĕн организациллĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район полицийĕн начальникĕн çумĕ, полици майорĕ Николай Андреев ертсе пычĕ. Ларура 11 çынтан Общество канашĕн çĕнĕ йышне çирĕплетрĕç. Уççăн сасăласа председателĕ пулма Светлана Ляллинăна, унăн çумне Алевтина Овчинниковăна, секретарьне Альбина Егоровăна суйларĕç. Культ Сох-е Чăваш теттисемлĕ чăрăш - чи капăрри КĂÇАЛ республикăра чылай çĕрте Çĕнĕ çул "патшине" - симĕс чăрăша - чăваш теттисемпе капăрлатни пирки çыраççĕ.Çакăн пек ырă тĕслĕх пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пур. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти уяв "пикине" ачасем хăйсем ăсталанă хитре теттесемпе, эрешсемпе капăрлатнă. Çавăнпа та 2023 çула ырă ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илме хавхалантаракан елка ытти çулхисенчен те хỹхĕмрех, илĕртỹллĕрех те пулса тухнă. Çывхарса килекен Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ савăк кăмăлпа пуçлантăр, пуриншĕн те ырă самантсемпе çеç асра юлтăр, кашни çемьене савăнăç илсе килтĕр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика