Çул çитменнисен комиссийĕ кăçалхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2022, 16:01 Просмотров: 460

ДЕКАБРЬ - çулталăк кĕнекин юлашки сыпăкĕ. Вăл вĕçленсе пынă май хальхи вăхăтра кашни ĕç коллективĕ, обществăлла организаци хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетет. Çак кунсенче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комисси те кăçалхи юлашки ларăвне ирттерчĕ. Ăна комисси председателĕн çумĕ Ирина Рубцова ертсе пычĕ. Пĕтĕмлетỹ ларăвĕнче комиссин çулталăкри ĕçне тишкернипе пĕрлех 32 административлă материала пăхса тивĕçлĕ йышăну турĕ. Вĕсенчен 28-шĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, тимлĕх уйăрса çитерейменнипе çыхăннă. Çавна май шкулта вĕренекен ачасем тĕрлĕрен киревсĕр ĕç тăвас çул çине тăнă. Комисси членĕсем ытти ĕçсемпе пĕрлех ачасем сывлăха, ăс-тăна сиен кỹрекен электронлă сигарет туртнипе çыхăннă материалсене те пăхса тухрĕç.

2022 çулта район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен комисси 23 лару ирттернĕ. Вăл шутра профилактика субъекчĕсемпе йĕркеленĕ анлă лару та, вырăна тухса йĕркеленисем те пур.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика