Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2023, 16:27 Просмотров: 516

Музей ĕçченĕ, наука сотрудникĕ Галина Георгиевна Еливанова (02.01.1953) 70 çул каялла Туçара çуралнă.

Г. Еливанова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1975-1979 çулсенче Шăмăршă районĕнчи Чукалти, Патăрьел районĕнчи Туçари шкулсенче вĕрентекен,  1980-1988 çулсенче К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче наука сотрудникĕ, 1988-1990 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1990 çултан – К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн аслă сотрудникĕ.

Галина Георгиевна Чăваш халăх поэчĕсене Геннадий Айхие (1999 çул), Яков Ухсайне (2001), Çемен Элкерне (2004), Чăваш халăх писательне Юхма Мишшине (2001, 2006) тата ыттисене те халалланă куравсем хатĕрленĕ.

Пирĕн ентешĕмĕр Раççей Федерацийĕн культура министерствин тата Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Экономист, патшалăх деятелĕ, вĕрентÿ йĕркелÿçи, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ (1988), профессор, Раççей вĕрентÿ академийĕн член-корреспонденчĕ (2004), Чăваш АССРĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацийĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993), Раççей Федерацийĕн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2003), Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (1999), Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премийĕн лауреачĕ (2001),Стамбул университечĕн хисеплĕ докторĕ, Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисен, Патăрьел, Елчĕк, Улатăр районĕсен, Чăваш Ишек ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Лев Пантелеймонович Кураков (04.01.1943-21.12.2020) 80 çул каялла Чăваш Ишекĕнче çуралнă.

Л. Кураков Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн финанс органĕсенче бухгалтер, финансист, перекет кассин заведующийĕ, Патăрьел райкомĕн пай заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Хусанти финанспа экономика институтĕнче вĕреннĕ. 1968 çултанпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. Кунта вăл ассистент, аслă преподователь, доцент, профессор, кафедра заведующийĕ, 1990-2009 çулсенче ректор, 2010-2011 çулсенче президент пулса тăрăшнă.

Тĕрлĕ çулта Лев Пантелеймонович Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин вице-президенчĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикинче пурăнакан Халăхсен представителĕсен ассамблейин председателĕ пулнă.

Вăл 400 ытла наука ĕçĕн, вăл шутран 70 монографин авторĕ.

Хисеплĕ ентешĕмĕр Хисеп (1997), çветуй Лазарь Иерусалимский, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕсене, «Наци мухтавĕ» орденăн çăлтăрне, К.Д.Ушинский медалĕсене тата ытти тĕрлĕ чыслава тивĕçнĕ. Шупашкарти «Университет» микрорайонĕнчи пĕр урама унăн ятне панă,  Туслăх çурчĕн тата вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. 

«Çулталăк кĕнекинчен».

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика