"Çулталăк çынни- 2022" ята кам тивĕçĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2023, 16:30 Просмотров: 503

 2022 çул çăмăлах килмерĕ пулин те пĕтĕмĕшле илсен пирĕн Патăрьел районĕ çулталăка начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕ. Республика шайĕпе илсен те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче экономикăн кашни сферинчех ырă улшăнусем, савăнмаллисем пур. Çитĕнĕве тăвакансем - район ĕçченĕсем.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе "Авангард" хаçат редакцийĕ иртнĕ çулталăкра ĕçри пултарулăхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ ĕçченсем хушшинче "Çулталăк çынни -2022" конкурса пĕтĕмлетет. Унта хутшăнма сирĕн сĕнĕвĕре шута илсе çак çынсене кĕртнĕ: Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерне Валерий Платонова, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермера, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Анастасия Кубикова вĕрентекене, Хирти Пикшикри ял тăрăхĕн пуçлăхне Владислав Краснова, Кзыл Чишмари ачасен пултарулăхне аталантармалли "Сэлэт-Батыр" центр директорне Джамиль Сулейманова, Пăлапуç Пашьелĕнчи халăх ансаблĕн ертỹçине Зот Степанова, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйне Алмаз Юнусова, Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн ертỹçине Анатолий Шакина, районти Ашшĕсен канашĕн председательне Николай Андреева, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн заведующине Алена Горшковăна.

Сăмах май каласан, кăçалхипе çак конкурс 20-мĕш хут иртет. Конкурса хутшăнакансем пирки хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-14-46, 6-25-28 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Ăна февралĕн 8-мĕшĕччен пĕтĕмлететпĕр.

("Авангард" хаçат редакцийĕ).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика