Шкулсене- çĕнĕ автобуссем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2023, 16:32 Просмотров: 532

 Çĕнĕ çул умĕн республикăри шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелнĕ. Сумлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 55 автобус уççине муниципалитет пуçлăхĕсемпе пĕлỹ çурчĕсен директорĕсене панă. Сăмах май каласан, вĕсем çак йышри 53 кивелнĕ техникăна ылмаштарĕç, иккĕшĕ вара çĕнĕрен уçăлнă маршрутсемпе çỹреме тухĕ.

Телейлисен йышне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи, Ыхра Çырминчи, Туçари, Турханти вăтам тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем лекнĕ. Хальхи вăхăтра республикăри 380 шкул автобусĕ 12,5 пин ачана куллен пĕлỹ çурчĕсене турттарать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2023 çулта та шкул автобусĕсене çĕнетес ыйту тимлĕхре пулĕ. Çывăх вăхăтрах Раççей Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăна тепĕр 29 автобус уйăрĕç.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика