Çирĕп çемье - пысăк шанăç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 10:51 Просмотров: 436

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2022 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çул мĕн пурĕ 932 (маларахри çул 1178) гражданла тăрăмăн актне регистрациленĕ.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлтĕр 213 ача (виçĕмçулхинчен 31 пепке сахалтарах) çуралнă. Вĕсенчен 100-шĕ арçын ача, 113-шĕ хĕрача. 58 çемьере çак савăнăçа пĕрремĕш хут çывăх çыннисемпе пайланă. 64 çемьере иккĕмĕш, 70-ĕшĕнче виççĕмĕш пепкене алла илнĕ, 16-шĕнче тăваттăмĕш "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш чун тĕпренчĕкĕшĕн икшер ашшĕ-амăшĕ хапăл тунă, пĕр çемьешĕн вара тăххăрмĕш ача йыша пысăклатни телей пулнă.

2022 çулта 448 çынпа ĕмĕрлĕх сывпуллашнă. Вĕсенчен 245-шĕ арçынсем, 203-шĕ хĕрарăмсем. Вилекенсенчен арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 66, хĕрарăмсен 83 çулпа танлашнă.

 Çулталăкра 137 мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă, 76 çемье уйрăлса кайнă.

Мĕн пурĕ ашшĕ пулнине çирĕплетекен 38, хăйĕн ятне улăштарнипе çыхăннă 19 акт çырнă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика