Çуллахи спорт хĕлле те хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 10:58 Просмотров: 485

Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен спорт шкулĕн манежĕнче çăмăл атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта "Паттăр" ФСКпа районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те хастар хутшăннă. 1500 метрлă дистанцире Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче пĕлỹ пухакан Николай Соколов (Сител ялĕ)иккĕмĕш вырăн йышăннă. 800 метра Коля виççĕмĕш чупса тухнă. Ишлĕ ял тăрăхĕнчи Михаил Ерофеев тата Первомайскинчи вăтам шкулти Валерия Герасимова 2000 метрлă дистанцире финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Дина Хафизова вара пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăнă. Çамрăксене ăмăртăва Валерий Платонов, Валерий Никитин, Михаил Прокопьев тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика