Хаклă шăл (пурнăçри сăнсем)

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 11:00 Просмотров: 473

Кеша ятлă яш каччăна çур Шупашкар пĕлет. Питĕ çаврăнăçуллă та маттур. Калаçнă чухне сисмесĕрех унăн кăмăл еккине кĕрсе ÿкетĕн, сана пĕтĕмпех хăй енне туртса илет. «Харизма» текенни пурах. Тĕрĕсрех каласан вăл ĕнтĕ каччă мар, авланнă çамрăк арçын халь. Çамрăк та илемлĕ Шарлотта вара – унăн мăшăрĕ. Телейлĕ çемье. Кеша вăл Кеша, Шарлотта вара повара вĕренсе тухса хулара пĕр пысăк столовăйра ĕçлет. Вăр-вар çамрăк повара аслăрах ĕçтешĕсем ĕçĕнче хисеплеççĕ.

…Кеша универсал. Строительный техникум пĕтернĕ хыççăн мастерта ĕçлет. Стройкăра пĕр-икĕ уйăх тăрмашса пăхрĕ те – мая килмерĕ. Шалу вăхăтра памарĕç, çитменнине тата малтан шантарнинчен сахалрах та пулчĕ. Унсăр пуçне çавăн пек каччăна таса мар тумтирпе çÿрени килĕшмест те, тесе шухăшлать хăй тĕллĕн. 

Ку ĕçсем чылай маларах, авланичченех пулса иртрĕç. Шарлоттăпа каярах паллашрĕç вĕсем. Тата ăçта тетĕр?  Театрта!

Республикăн кёнтăр ен çыннисем, хăвах пĕлетĕн, хисеплĕ вулаканăм (мĕнле çемçерех калам-ши?) – куштанрах. Хĕрарăма е хĕрупраçа пит хисепе хурасшăнах мар, кив йăлапа, авалхилле пурăнасшăн. Хĕрсен пуçĕсене çавăрттарма вара унта… эх-х!  Ку енĕпе Кеша пуринчен те ирттерет. Турри панă. Мĕн калăн, пултарать!

Стройкăра ĕçлеме май килменни питех кулянтармарĕ çамрăк çынна. Тĕрлĕ çĕрте аппаланкаласа пăхрĕ – килĕшнĕ ĕç вырăнĕ тупаймарĕ-ха. 

Юлташĕ театрта ĕçленине ăнсăртран пĕлчĕ те ун патне кĕрсе тухас тесе шут тытрĕ. Кеша нихăçан та театрта пулман. Çынсем капăр кермене илемлĕ алăк витĕр кĕреççĕ авă, вăл вара ― «служебнăй» алăкран! Пĕрремĕш хут кĕрет. Сергей юлташĕ сцена çинче спектакльсем валли декораци вырнаçтарнă çĕрте тăрăшать иккен. Афганистанра çулталăк çурă хушши çапăçусенче пĕрле пулнă Федя та кунтах. Сергей патвар çапăçнине унăн кăкăрĕ çинчи наградăсем çирĕплетеççĕ. Тепĕр чухне уявра-мĕнре çакса тухать те хисеплĕн пăхаççĕ ăна çынсем. Тус-тантăш пушă вăхăтра çапăçури самантсене час-часах аса илме юратать. Иртнĕ вăрçă вучĕ тата паянхи кăсăк ĕç вĕсене çирĕп туслăхра тытать.

Икĕ афганец çумне бригадăна Камчаткăра симĕс карттус тăхăнса çÿренĕ Кеша хутшăнчĕ. Теветкеллĕ çамрăксем авланман – пурăн та пурăн пурнăçпа киленсе. Шалу пит нумаях мар пулмасан та, чăваш театрĕн легендисемпе пĕрле ĕçлени хавхалантарчĕ. Спектакль курма килнĕ çынсен умне артистсемпе пĕрле тухмаççĕ пулсан та, сцена айккинчех тăраççĕ, вĕрен туртса декорацисене вăр-вар ылмаштараççĕ. Мĕн калăн, куракана артистсемпе танах вăй хурса савăнтараççĕ е йĕртеççĕ ĕнтĕ. Тата хăш чух артистсемпе пĕрлех пĕр сĕтел хушшинче çĕр грамм ярсан артистсен статусĕпе сцена рабочийĕсен статусĕ пĕр танах пулнăн туйăнса каять мар-и...

Çулла театрта черетлĕ сезон вĕçленсе пырать. Юлашки спектакль вылямалла. Билетсем сахал сутăннă пирки театрăн кашни сотрудникне икĕ çын валли йыхрав билечĕ салатса панă. Сергей хăйĕн йыхрав билетне хăйне кăмăла каякан хĕрсене панă. Кеша ахаль парасшăн мар, çурма хакпа сутса каçхине сăра ĕçсе киленесшĕн. Билет касси патне яш каччă темиçе хутчен те тухса çÿрекелерĕ. Йыхрав билечĕсене сутлăх сĕнме билет илме килекенсен йышĕнче никама та суйласа илеймерĕ. Шанчăкне çухатнăччĕ ĕнтĕ. Спектакль пуçланас умĕн тепре тухрĕ. Сисмерĕ те, ун умне сарă çÿçлĕ икĕ пирĕшти пырса  тăчĕç.

 Вăр-вар, хăнăхнă хусканусемпе Кеша прическине тĕрĕслерĕ, ширинкине аялтан çÿлелле фортепьяно клавишĕсене çемçен пуснă пек «глиссандо» турĕ, пушмакĕсен тасалăхне шанмасăр куç хĕррипе пăхса илчĕ. Йĕркеллех. Хĕрсен умне пынă май каччă тÿп-тÿрĕ çурăмĕпе пуçне чалт! кăна çĕклесе, туфли тупанĕсене гусар пек шаккăлт! чуптутарса илсе, илемлĕн те курнăçлăн: «Иннокентий!», – терĕ.

 ― Сиртен, паллах, каçару ыйтатпăр. Эсир артист пуль? Пĕлтĕр пирĕн ял клубĕнче Шупашкар артисчĕсем спектакль лартрĕç. Тĕп герой юлташне, ăна сутаканнине, Эсир вылярăр пуль? – хĕрупраçсенчен пĕри, йăрăраххи, çапларах йĕкĕлтевлĕ ыйту пама именмерĕ. Тепри чĕнмест.

Çак вăхăтра Кеша аптраса кайрĕ. Хĕрсене ним мар шăнман пăр çине лартса яма пултаратчĕ, хăнăхнă. Кунта вара именчĕ. Тата ыйту паракан хĕрĕ те кăмăла кайрĕ. Нумай калаçса тăмасăр хĕрсене икĕ çын валли йыхрав хучĕ тыттарчĕ те:

― Эсĕ мĕн ятлă? ― тесе ыйтрĕ.

― Шарлотта.

― Мана Люсьен тесе чĕнеççĕ, ― тепĕр хĕрĕ те хăй ятне пĕлтересшĕн пулчĕ.

― Эсир хăш халăх хĕрĕсем? Ăçтан килнĕ эсир? Иксĕре те хамăрла чĕнмеççĕ, шельмăсем. Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, мана Иннокентий, тесе чĕнеççĕ. Юрать, паллашрăмăр, тейĕпĕр. Паян спектакль хыççăн манпа каçхи хулара уçăлса çÿреме вăхăт тупатăр-и? Килĕшрĕмĕр! Халĕ ман сирĕнпе калаçса тăма вăхăт çук, спектакль пуçланать.

Кеша театра кĕрсе кайсан хĕрсем хăйсен хушшинче:

― Люсьен  мĕн тăватпăр? Эпир санпа спектакль курма килме пач шутламанччĕ, уçăлса çÿреме çеç тухнăччĕ. Çуллахи çумăр Хĕрлĕ лапамра уçăлса çÿрекенсене çăвас тесе хăратман пулсан театр хÿттине килмен те пулăттăмăр.

― Юрĕ-çке, Лотта , пирĕн вăхăт пур, артисчĕ те сана килĕштерчĕ пулмалла. Паллах, артистсем пирки ыррине каламаççĕ. Тен, ку йĕркеллĕ çынах пулĕ те... Хăй вара пирĕн çине кушак тытма хатĕрленнĕ шăши пек пăхать. Эй, аптармастпăр! Панă йыхрава харама ярар мар.

               *   *    *

Кам авăра лексе курнă, çавă Кешăна ăнланĕ. Çавăрса-сĕтĕрсе кĕрет авăр, никама та шеллемест. Донжуан хальхинче Шарлотта тыткăнне хăй лекрĕ. Çывăрнă чух тĕлĕкре те – Шарлотта, ир  тăрсан та Шарлотта, пуçĕнче те Шарлотта кăна. Çавна пулах ĕçре сцена çинче асăрханмасăр партера чăмрĕ. Юрать, аманмарĕ. Парăнтарнă хĕрсен коллекцине пуçтаракан юлташĕсем Донжуан юратăвĕ пирки тăрăхла пуçларĕç. Пĕррехинче, Атăл хĕрринчи кафере юлташĕсемпе вăхăт ирттерсе ларнă чухне Кеша ниçта кайса кĕреймест. Ăна Шарлотта кĕтет, вăл вара кунта юлташĕсемпе ахаль вăхăт ирттерсе ларать. Федя йĕп çинче лараканскере: «Кеша, санăн манпа тавлашас кăмăл çук-и?» – тесе ыйтрĕ.

― Мĕн пирки? Эсĕ, Федя, чее çын, пĕлетĕп. Каллех коньяк лартас килмест манăн.

― Туссем, шăпланма ыйтатăп. Кеша, эсĕ, паллах, юрату тыткăнĕнче, пурте пĕлеççĕ. Ман шутпа,  хĕрÿ сана юратмасть. Енчен те эсĕ манпа тупăшма килĕшетĕн пулсан, эпĕ тупăшура хам шантарнă ĕçе тăваймасан сана хамăн вĕр-çĕнĕ «копейка» машинăна паратăп. Эсĕ вара Лоттăна качча илетĕн. Килĕшетне?

Пурте Федя çине тĕлĕнсе пахрĕç. Кеша та, ыттисем те туяççĕ: шахвăртать аслă юлташ, шахвăртать!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика