Çул-йĕр çирĕп йĕркене кăмăллать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:37 Просмотров: 374

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ултă авари пулнă. Мухтав Турра, çул çинчи инкексем синкерлĕхпе вĕçленмен. 2023 çулхи январĕн 1-10-мĕшĕсенчех çул-йĕр инспекторĕсем тăватă ỹсĕр водитель, çавăн чухлех çула тухма ирĕк паракан удостоверенинчен хăтарнисен ячĕпе протоколсем çырнă.

Республикăра, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те кашни уйăхрах çул-йĕр çинчи хăрушлăха сирес тĕллевпе профилактика операцийĕсем, рейдсем иртеççĕ. Вăл шутра "Ỹсĕр водитель" операци те. Январĕн 27-29-мĕшĕнче иртекен ятарлă рейд вăхăтĕнче те çул-йĕр инспекторĕсем ытти чухнехи пекех районти çул-йĕр çинчи хăрушлăха сирес тĕллевпе тимлĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика