Ыр кăмăллăх акцийĕ малалла пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:38 Просмотров: 405

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, вĕсене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ ыр кăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Çак кунсенче Первомайски, Анат Чакă ял çыннисем кучченеçсем хатĕрленĕ. Татьяна Шурякова, Ксения Смирнова, Зинаида Шурякова, Надежда Белова хăйсем хатĕрленĕ улма-çырла варенине, тĕрлĕрен салат, консервланă хăяр-помидор, çавăн пекех çĕршер мăшăр ытла чăлха-алса парса янă. Сăмах май каласан, çак хастар хĕрарăмсем акцие пĕрре мар хутшăнаççĕ. Вĕсен ыр кăмăллăхĕ, чун ăшши салтаксене тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма пулăшасса шанаççĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика