Ĕненỹпе шанăç, хавхалану кỹрекен уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:40 Просмотров: 368

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен ăсталăх шкулĕнче йăлана кĕнĕ "Раштав çăлтăрĕ" фестиваль иртрĕ. Уяв умĕн акт залĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов чирку настоятелĕсемпе çавра сĕтел хушшинче калаçу йĕркелерĕ.

Фойере паллă ỹнерçĕсен ỹкер- чĕкĕсен выставки ĕçлерĕ. Зала "Хĕллехи фантази" алă ĕçĕсен куравне тăратнă.

 Маларах уява хутшăннисем вĕсемпе паллашрĕç. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен ăсталăх шкулĕн Çĕньялти уйрăмĕнчи "Айхи ачисем" ушкăн (ертỹçи А.Антонова) пултарулăхне пăхрĕç. Вĕсем "Перекетлĕ пуçарулăх" проекта хутшăнса грант та çĕнсе илнĕ.

 Ачасен ăсталăхне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртрĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва Первомайски чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, Патăрьел муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, ытти чиркỹ настоятелĕсем саламларĕç.

Сцена асамлă тĕнчене çаврăнчĕ. Кашни юрăпа сăвă чун-чĕререн шăранса тухрĕ. Çамрăк артистсем хăйсене шанчăклă тытрĕç. Раштав юррисене пĕринчен тепри ăста, темиçе сасăпа юрлаççĕ ачасем. Çынсен кăмăлне çĕклеççĕ, чĕрере шанăç çуратаççĕ вĕсем. Фестивале Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н.Толстов, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен ăсталăх шкулĕнчи А. Носкова, Турханти "Çеçпĕл" ача садĕнчи И.Ухваринăпа Н.Алексеев, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И.Селивановăпа С.Урукова, Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнчи Е.Ежова, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Н.Ершова, В.Никитина, Н.Егорова, Туçари вăтам шкулти Н.Осипова ертсе пыракан ачасен ушкăнĕсем хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасем (ертỹçи И.Кудряшова) литмонтаж, Турханти вăтам шкулти Е.Мыловăпа В.Самарина вĕрентекенсем çитĕнекен ăрупа театрализациленĕ сыпăк хатĕрленĕ. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн воспитанникĕсене И.Плешкова ташăпа кăларчĕ. Кашни коллектив Хисеп хутне, пылак çимĕçе тивĕçрĕ.

 Фестивале пурĕ 18 коллектив явăçрĕ. 150 ытла ача хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

Чиркỹ настоятелĕсем ачасене малашне те сăпайлă, маттур, пултаруллă пулма пил пачĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика