Шкулта - ветеран-пограничниксем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:42 Просмотров: 363

Туçари вăтам шкулăн 9-11 класĕсенче вĕренекенсем республикăри чикĕ хỹтĕлевçисен обшествин Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Пограничное братство" уйрăмĕн А.Быков, Н.Тинюков, А.Мулюков ветеран-пограничникĕсемпе тата çак шкулта пĕлỹ пухнă, халĕ Краснодарти аслă çар училищин курсанчĕпе тĕл пулу ирттерчĕç.

Хăнасем пурнăçра професси суйласа илес ыйтăва хускатрĕç, çар пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Конституци тивĕçне пурнăçлама хатĕрленекенсене кирлĕ сĕнỹсем пачĕç. А.Быков Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Пограничное братство" уйрăмĕ мĕнле йĕркеленсе кайнипе паллаштарчĕ.

Çирĕп те тĕреклĕ хул-çурăмлă пулас тесен спортпа туслă пулмаллине, тăван çĕршыва юратмаллине, тус-юлташа хисеплемеллине палăртрĕç. Çавăн чухне умри йывăрлăхсене çĕнтерме пулатех.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика