Чи хастар вулавçă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:43 Просмотров: 373

Хĕллехи каникулсем вĕçленчĕç. Çак вăхăтра ачасем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче спорт ăмăртăвĕсем те сахал мар пулчĕç. Культура мероприятийĕсем те хаваспах ачасене канма май пачĕç. Шăнкăртам ялĕнчи ача-пăча библиотеки уяв кунĕсенче кĕнеке вулакансене хапăлласах йышăнчĕ. Кунта йăлана кĕнĕ "Çулталăкри пĕрремĕш вулакан" акци те иртрĕ. С. Айзатуллова вулавăш ертỹçи çитĕнекен ăрăва кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ. Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулăн 4 класĕнче вĕренекен Р.Халитова кăçалхи çулăн пĕрремĕш вулаканĕ пулчĕ. Вăл С.Айзатуллова аллинчен парне илчĕ. Рамина пĕрремĕш класранпах çул хывнă библиотекăна. Нумай кĕнеке вулать. Сăвăсем пăхмасăр калама вĕренет. Калавсемпе повеçсене, юмахсене вулама кăмăллать. Библиотека ертỹçи йĕркеленĕ гипсран япаласем ăсталама вĕрентекен кружока та çырăннă.

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика