КИВĔ КАТЕКРИ культура çуртĕнче (ертỹçи Ольга Кувшинова) час-часах ял халăхĕшĕн усăллă мероприяти ирттереççĕ. Клуб алăкĕ хупă тăманни çынсене хавхалантарать. Уявсенче ялти юрă ăстисен "Самана", çамрăксен ташă ушкăнĕсем куракана хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Унсăр пуçне ял хĕрĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕллевпе Çĕнĕ çултан алă ĕçне кăмăллакансем валли "Асамлă алă" ("Волшебные ручки") кружок та ĕçлеме пикеннĕ. Пархатарлă пуçарăва та ырламалла çеç. Унта ытларах çамрăксем çỹреççĕ. Тĕрĕ ăсталăхĕпе, унăн вăрттăнлăхĕпе чиперккесене Тамара Майрина паллаштарать. Кружокăн пĕрремĕш урокĕнче чиперккесем Тамара Николаевнăн ылтăн алли хатĕрленĕ паха ĕçĕсемпе çеç киленнĕ-ха. Малашне вара вĕсем те ун пекех хитре салфеткăсем, панносем тата ыттине те чăваш эрешĕсемпе усă курса тĕрлеме хăнăхĕç.
Март 2023 |