"Победитель" финиша иккĕмĕш кĕнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.01.2023, 12:47 Просмотров: 307

ÇАК кунсенче Ульяновск хулин ипподромĕнче Çĕнĕ çул парнисене çĕнсе илессишĕн Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи кăтартуллă юртă лашасем хутшăннă. Вĕсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тикеш ялĕнчи Алексей Краснов тытса пыракан "Победитель" те пулнă. Чупăва пилĕк тапхăрпа ирттернĕ. Патăрьелсен чысне чылай шайра хỹтĕлесе сахал мар çĕнтерỹпе таврăннă паллă урхамах тăваттăмĕш тапхăрти ушкăнра чупса финиша иккĕмĕш ыткăнса кĕнĕ.

Юлашки çулсенче юртă лашасен тĕрлĕ шайри ăмăртăвне хутшăнакансем йышлансах пыраççĕ. Хĕллехи вăхăта пăхмасăр лаша спортне юратакансем халĕ те тăтăшах тренировкăсем ирттереççĕ, урхамахсене ăмăртăва хатĕрлеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика