Иртнĕ çул Патăрьел муниципалитет округĕнчи сывлăх сыхлавĕн сферинче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсемпе çак кунсенче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем те паллашрĕç.
"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн сывлăх сыхлавĕн сферине модернизацилеме 113 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çакă пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассине чылай лайăхлатать. Ăна мĕнле ĕçе кĕртнипе тата вырăнти ĕç-хĕлпе муципилатет округĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, 22 çул çак лава туртса пыракан (пĕр вăхăт Вăрнар районĕнче ĕçленĕ) Николай Тинюков паллаштарчĕ.
- Курăмлă пулăшу, паллах. Çакă строительство ĕçĕсене пурнăçлама, пурлăхпа техника базине пуянлатма май пачĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен кĕнĕ укçа-тенкĕпе поликлиника çуртне тĕпрен юсанă (сăмах май çĕнетнĕ çĕре февраль уйăхĕнче куçасшăн, халиччен пациентсене йышăнассине больницăн маларахри ача çуратмалли уйрăмĕнче йĕркелесе пытăмăр), Сăкăтра врач амбулаторийĕ çĕкленĕ, Первомайскинчи врач амбулаторине çĕнетнĕ, вертолет анса лармалли лапам тунă, территорине тирпей-илем кĕртнĕ, çĕнĕ йышши оборудованисем (цифрлă икĕ рентген аппаратури, маммограф, компьютерлă томограф...) туяннă. Вĕсем пациентсен сывлăхне тĕрĕслесе вырăнтах диагноз лартма тата çийĕнчех тĕллевлĕ сиплев ĕçне пуçăнма май параççĕ.
Сăмах май çакна та палăртмалла. Тĕп больница муниципалитетри 32 пин çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăнисĕр пуçне кỹршĕллĕ Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк округĕсен пациенчĕсемшĕн те яваплă. Малашне сменăра 600 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме пикенесшĕн.
Пуçламăш звенона кадрсемпе тивĕçтерессине те лайăх йĕркеленĕ. 2022 çулта района программăпа 3 земство тухтăрĕ, 3 земство фельдшерĕ килнĕ. Çакă Туçари пĕтĕмĕшле практика врач офисне терапевтпа тивĕçтерме май панă. Тĕп больницăра хирургпа педиатр ĕçе пуçăннă.
Асăннă программăпа Ишлĕри фельдшерпа акушер пунктĕнче Н. Выросова заведующи ĕçне пикеннĕ. Наталья Александровна Сител кинĕ. Халиччен Канаш хулинче поликлиникăра ĕçленĕ. Специалист ĕçĕпе вырăнти халăх кăмăллă. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Светлана Едифанова фельдшерица çитĕнекен ăрупа тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркеленине, куллен уроксем пуçланиччен ачасен сывлăхĕпе интересленнине, кунта пурăнакансемпе кĕске хушăрах пĕр чĕлхе тупма пултарнине çирĕплетрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |