2022 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнăччĕ. Вăл унта тунă ĕçсемпе паллаштарнипе пĕрлех çулталăкра тата малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсене те палăртнăччĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче регион ертỹçи черетлĕ Çырупа паллаштарать. Унччен иртнĕ çула пĕтĕмлетсе Патăрьел муниципалит округĕнче пурнăçланă хăш-пĕр ĕçе кĕскен тишкерер.
"Правительствăн идеологине шута илсе эпир республикăра мĕн туса илнине пĕтĕмпех ĕçлесе тирпейлетпĕр, тирпейлекен предприятисен хăватне ỹстерме тата çĕнĕ тавар ушкăнĕсене туса кăларассине йĕркелесе ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлемелли инвестици проекчĕсене пурнăçлама паракан патшалăх пулăшăвĕн мелне малалла тăсмалла тесе шутлатăп.
Сăмахран, "Агростартап" проекта укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли калăпăша, федераци укçи-тенки çумне республика нухратне хушса икĕ хут ỹстерме... сĕнетĕп".
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Патăрьел муниципалитет округĕн экономика аталанăвĕн никĕсĕ ял хуçалăхĕ шутланать. Ĕçлĕхлĕ халăх пулăхлă тăпрапа туллин усă курса тĕрлĕ культура çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытать. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра патшалăх паракан гранта илекенсем хушшинче те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем йышлă. Пилĕк фермер "Çемье фермерĕ" программăпа, 15-шĕ "Агростартап" программăпа, икĕ кооператив пурлăхпа техника базине пуянлатма гранта тивĕçнĕ. Çавăн пекех хăй тĕллĕн ĕçлекенсем те хастарлăхпа палăраççĕ. 2022 çулта 99 заявкăна ырланă, хушма хуçалăхпа пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх, техника туянма патшалăхран пурĕ пĕрле 10 млн тенкĕ ытла илнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче туса илнĕ тавара вырăнта тирпейлесе сутассине тимлĕх ытларах уйăрмаллине калать, кун пирки вăл Çырура та палăртнăччĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче асăннă ыйтăва татассипе сахал мар тăрăшаççĕ. 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче Хирти Пикшикри "Молочные зори" кооператив 120 млн тенкĕ ытла тăракан цеха хута ячĕ, кунта талăкра 100 тонна таран сĕте тирпейлеме пултараççĕ. Малашне унăн хăвачĕ тата 2 хут ỹссе 200 тонна çитмелле. Сăмах май, асăннă цеха уçнă янă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй те хутшăннăччĕ (сăн ỹкерчĕкре).
Муниципалитет территоринче ял хуçалăх таварне тарăннăн тирпейлессипе 6 кооператив тата тăватă фермер хуçалăхĕ тăрăшать, вĕсем аш-какайран 90 ытла тĕрлĕ хатĕр çимĕç тата çурмафабрикат, сĕтрен 10 ытла тĕрлĕ продукци тата 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăватă инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ: 349 ĕне-выльăх самăртма хупмалли виçĕ вите тунă, 100 ĕне кĕрекен пĕр хуралтăна тĕпрен юсанă.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, ĕçлеме сывлăхлă çын çеç пултарать. Чи хаклă пуянлăха та вăхăтран-вăхăт тĕрĕслеттерсе тăмалла, çирĕплетмелле. Республикăра, çавăн пекех муниципалитет округĕнче те çынсене чир-чĕртен сыхлассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ: больницăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçаççĕ, пуррисене юсаççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура та каланă:
"Пандеми вăхăтĕнче те эпир сывлăха сыхлас ĕçе аталантармалли плана пурнăçласа пытăмăр тата ăна малалла тăсатпăр. Çапла, 2021 çулта 53 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тунă, çав шутра аякри саласемпе ялсенче те, сывлăх сыхлавĕн 14 объектне комплекслă майпа юсанă, Шăнкăртам салинче врач амбулаторине ĕçе кĕртнĕ, тата ултă врач амбулаторийĕ тума пуçланă... Кăçал та ку программа калăпăшĕпе пĕчĕкех пулмĕ - 52 больница çуртне тата вĕсен ял çĕрĕнчи тытăмлă пайĕсене юсама палăртнă..."
Иртнĕ çул Сăкăтра "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн врач амбулаторийĕн алăкĕсем уçăлчĕç. Первомайскинчинчи врач амбулаторине, Тикешри ФАПа юсанă, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиники те çĕнелет. Çавăн пекех "Земство тухтăрĕ" программăпа виçĕ врач, "Земство фельдшерĕпе" виçĕ фельдшер ĕçлеме пикеннĕ.
"Паллах ĕнтĕ, туризм пирĕн республикăна илĕртỹлĕрех тăвас, ăна брендсемпе сăнарлас тата тараватлăх индустрийĕпе потребитель рынокне хушма инвестицисем явăçтарас енĕпе пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр пулса тăрать".
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Республикăра агротуристсен маршрутне йĕркеленĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхне те кĕртнĕ. Курса çỹрекенсем Турханти Николай Пирожков фермерăн ульетерапинче, Тикеш хулашĕнче тата сăвăрсен заповедникĕнче пулса кураççĕ. Шăнкăртамри Чулпан Пазюкова фермер хуçалăхĕ хатĕрленĕ проект вара РФ Ял хуçалăх министерствин конкурсĕнче чи лайăх 10 проектсен йышне кĕрсе çĕнтернĕ, 10 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ. Вĕсем "Тургай" кану бази тума палăртаççĕ.
"2021 çулта 4,5 пин çын е 1400 çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатрĕ, вĕсен чĕрĕк пайĕ пĕлтĕр йышăннă çĕнĕ пулăшу майĕсемпе усă курчĕ. Ку вăл ипотека тăрăх тỹлемелли малтанхи тỹлеве татма пĕр хутчен уйăракан укçа-тенкĕ тата тăлăх ачасене, çул çитмен 8 е ытларах ачаллă çемьесене паракан пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕ".
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Районта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 24 тăлăх хальхи вăхăтра çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать. 2022 çулта 6 ачана кĕтеспе тивĕçтернĕ. "Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" РФ саккунĕпе тата "Çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки" ЧР саккунĕпе килĕшỹллĕн тăлăхсене çурт-йĕр туянса пама 7 млн тенкĕ ытла уйăрнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă пурнăç шайне ỹстересси пирки" саккунпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр нумай ачаллă икĕ çемье - Сăкăтри Алексейпе Оксана Сулагаевсем тата Каншелĕнчи Юрийпе Надежда Шмаковсем - пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан сертификата илнĕ.
Çынна ĕçлеме çеç условисем туса пани çителĕксĕр, унăн канмалла та, тавракурăмне те аталантармалла. Ялта пурăнакансем те ăшă та хăтлă клубсене çỹреме пултарччăр теççĕ Чăваш Енре. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура: "...кăçалтан тытăнса эпир çулсерен ялти пиллĕкрен кая мар çĕнĕ культура çурчĕ тумалли 5 çуллăх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тĕпрен юсасси, модуль мелĕпе тăвакан клуб йышши культура учрежденийĕсем тăвасси çинчен пĕлтеретпĕр", - тенĕччĕ. Республика ертỹçин сăмахне малалла тăсса районта культурăна аталантарассипе пурнăçланă ĕçсемпе те паллаштарса хăварас килет. 2021-2022 çулсенче "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа Тăрăн тата Ульяновка ялĕсенчи клубсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ытти клубсене те Чăваш автономине туса хуни 100 çул çитнине халалланă мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн хăтлăх кỹнĕ.
2017-2022 çулсенче Ыхра Çырминче, Ишлĕре, Тутар Сăкăтĕнче çĕнĕ кульура "вучахĕсем" хăпартнă, Турханти А. Кокель музей-çуртне реставрациленĕ, территорине хăтлăлатнă, 21 ялти клуба юсанă, 13-не модернизациленĕ. "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа ирнĕ 5 çулта Çĕньялти, Именкассинчи, Кивĕ Катекри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тикешри, Красномайскинчи, Чăваш Ишекĕнчи культура çурчĕсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Кăçал Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекипе ỹнер шкулне хăтлăх кĕртме палăртаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |