Хитре утма тата пĕр пек хускалма, чи кирли вара - ритма туйма пĕлмелле çамрăк хĕр-параппанçăсен.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти параппанçăсен отряд-ансамблĕ район администрацийĕ тата шкул директорĕ Наталия Андреева пуçарнипе 2017 çулта йĕркеленнĕ. Вĕренекенсем те унпа тỹрех кăсăкланнă.
- Эпĕ директорăн воспитани енĕпе канашçи шутланатăп. Наталия Борисовна шкулта çĕнĕ кружок, хĕр-параппанçăсен отрядне йĕркелеме ыйтсан хаваспах килĕшрĕм, - тесе каласа парать вĕсен ертỹçи Алина Фролова. - Çапла параппанçăсен "Грация" ансамблĕ çуралчĕ.
14-17 çулти пултаруллă, пуçаруллă 10 ача кружока эрнере пĕр хутчен çỹрет. Вĕсем шкулăн мухтавĕ шутланаççĕ. Район чысне те 6 çул хỹтĕлеççĕ. Гусарсен тумне тата пуçĕсене кивер тăхăннă хĕрсем параппан каласа хусканусем туса тĕрлĕ уява - Çĕнтерỹ кунне, культура тата спорт мероприятийĕсене, конкурссене - илем кỹреççĕ. Çулленех республикăри çарпа патриотла клубсен, параппанçăсен фестиваль-конкурсĕсенчен тата "Марш ансамблĕсен парачĕ" плац-концертран çĕнтерỹпе, призсемпе таврăнаççĕ.
Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕ умĕн Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Пирĕн ентешсен паттăрлăхне мухтатпăр" патриотла конкурсăн гала-концерчĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Ен халăхне, Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнакансене тата Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене халалланă. Гала-концерта "Пирĕн ентешсен паттăрлăхне мухтатпăр" конкурсра çĕнтернисен чи лайăх номерĕсенчен йĕркеленĕ. "Грация" параппанçăсен ансамблĕ те "Оригиналлă жанр" номинацире çĕнтерсе сцена çине тухма тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра хĕр-параппанçăсем Çĕнтерỹ кунĕ валли çĕнĕ композици хатĕрлеççĕ.
О. ПАВЛОВА
Март 2023 |