Хĕл кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Тухтăрсем грипран асăрханма ыйтаççĕ.

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 11:56 Просмотров: 223

КĂШАРНИ кунĕ хĕл варри темелле. Православи праçникĕнче çанталăк хĕвеллĕ пулчĕ, питрен-куçран чĕпĕтекен сиввипе хăратмарĕ. Çапах малашне шартлама сивĕ кунсем те пулма пултараççĕ-ха... Çавăнпа та грипп, ОРВИ чирĕсем ачасене те, аслисене те ан çулăхтăр тесен чăн малтанах çанталăка кура тумтирне тăхăнмалла, иммунитета тĕреклетме уçă сывлăшра тăтăшах пулмалла, витаминлă апат ытларах çимелле. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра А тата В гриппа аптракансем нумай мар. Хамăр сывлăха малашне те упрас тесен çын йышлă çỹрекен вырăнта маска тăхăнни те усал вирус ересрен асăрханма пулăшĕ.

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика