Çулĕ вăрăм е кĕске - пуриншĕн йĕрке пĕрре

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 12:01 Просмотров: 291

 Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлса пырать. Ĕç коллективĕсем çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе черетлĕ çулталăка пуçларĕç. Хальхи вăхăтра организаци-предприятисенче, учрежденисенче малашлăх плансене палăртнипе пĕрлех иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли тапхăр шутланать. Çак тĕллевпе пирĕн хаçат сотрудникĕ РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕпе Алексей Мальцевпа (сăн ỹкерчĕкре) тĕл пулнă, службăн 2022 çулхи кăтартăвĕсемпе, çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса пурнăçлакан ĕçсемпе паллашнă.

- Алексей Юрьевич, иртсе кайнă çулталăк çул-йĕр хăрушсăрлăх службишĕн чăн малтанах мĕнпе асра юлчĕ-ши?

- Эпир пĕчĕк коллективпах (Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 4 çул-йĕр инспекторĕ) çул-йĕр çинчи хăрушлăха сирес, çынсене, шкул ачисене çул çинче сиксе тухакан синкерлĕхран асăрхаттарас тĕллевпе сахал мар ĕç туса пыратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен çакна палăртса хăварасшăн. Пирĕн ГИБДД пайĕ хамăрăн ĕçе хак паракан 2022 çулхи кăтартусемпе республикăра Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн тăваттăмĕш вырăн (районсем хушшинче - пĕрремĕш) йышăннă. Пĕлтĕр РФ КоАПăн тĕрлĕ статйипе мĕн пурĕ 5760 протокол хатĕрленĕ. Çакă пирĕн инспекторсен яваплă ĕçĕн результачĕ. Маларахри çак вăхăтрипе танлаштарсан 573 материал ытларах çырнă.

- Иртнĕ çулхи статистика кăтартăвĕпе мĕнлерех пĕтĕмлетỹ тума пулать-ши?

- Шел пулин те, пĕлтĕр пирĕн территоринче пулнă аварисен шучĕ 37 процент ỹснĕ. Çул çинчи инкексенче 7 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 40ĕн суранланнă. Маларахри çулхинчен 16 тата 37 процент ытларах пулни чăннипех те пăшăрхантарать. Çулталăкра инспекторсем çул çинчи инкексенче пурлăх тĕлĕшĕнчен тăкак кỹнипе çыхăннă 743 материал хатĕрленĕ.

- Алексей Юрьевич, аварисен шучĕ ỹснине эсир чăн малтанах мĕнле сăлтавпа çыхăнтаратăр?

- Паллах, инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Çапах та тепĕр чухне вăл хамăрăн йăнăшсенченех сиксе тухать. Акă, виçĕмçул пирĕн районта çул-йĕр условийĕн айăпĕпе 5 авари пулнă, вĕсенче пĕр çын вилнĕ, тăваттăшĕ аманнă. 2022 çулта вара çак сăлтавпах инспекторсем 14 аварие шута илнĕ, инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, унсăр пуçне 17-ĕн суранланнă. Танлаштаруллă цифра чăн малтанах çула пăхса тăракан службăсене пырса тивет.

Сăмах май каласан, пĕлтĕр çул-йĕр условийĕ тивĕçтернине тĕрĕслесе 44 акт, должноçри çынсене 21 асăрхаттару çырнă, пурне те саккунпа килĕшỹллĕн айăпланă.

Водительсем хăвăртлăха пăхăнманни те аварилле лару-тăрăва çивĕчлетет. Хăшĕ-пĕри асăрхаттару паллисене шута илмесĕр çулпа вĕçтерсе пыни те синкерлĕ çаврăнса тухма пултарать. Пĕлтĕр çак сăлтавпа 12 протокол (маларахри çул 10 пулнă) çырнă.

- Аварисен сăлтавĕ тĕрлĕрен пулин те, чи ỹкĕнĕçли водитель ỹсĕрле çула тухни темелле. Ун пек чухне чавса та çывăх, анчах çыртма çук... Иртнĕ çулхи статистика кăтартăвĕпе хавхалану "допингне" илнĕ водительсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Ỹсĕр водительсем çул-йĕр правилине пăснă тĕслĕхсем 30 процент чакнă. Çак сăлтавпа 2022 çулта 8 аваринче пĕр çыннăн, 2021 çулта 11 аваринче 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çакă, паллах, малашне водительсен яваплăха, тимлĕхе хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Ỹсĕрле çула тухакан кирек хăçан кама та пулин инкек кăтартма, хăй те шар курма пултарать.

- Алексей Юрьевич, паян районти ГИБДД пайĕн сотрудникĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени, тĕрлĕрен операцисене хутшăнни, çул-йĕр инспекторĕсем вĕренỹ учрежденийĕсенче ачасемпе тĕл пулу йĕркелени тата ытти те пысăк пĕлтерĕшлĕ...

- Тĕрĕсех, хальхи вăхăтра профилактика ыйтăвĕ - тĕп вырăнта. Сăмахран, пĕлтĕр республика тата район шайĕнче 38 операци ирттернĕ. Вăл шутра "Нетрезвый водитель", "Дети. Детское удерживающее устройство", "Пешеход и пешеходный переход", "Автобус", "Должник" тата ытти те. Çав вăхăтрах вырăнти лару-тăрăва шута илсе хамăр пуçарупа тепĕр çичĕ рейд йĕркелерĕмĕр: "Ксенон", "Дети", "Нелегальный перевозчик" тата ытти те. Çул-йĕр инспекторĕсем вĕренỹ учрежденийĕсемпе ача сачĕсенче 92 тĕл пулу йĕркеленĕ, вĕренекенсемпе, шăпăрлансемпе хăрушсăрлăх правилисем пирки калаçнă.

- Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин ушкăнĕ пысăк мар пулин те, сирĕн коллективра ырă йăлана çултан-çул аталантарса пыни кăмăллă. Хăшĕ-пĕринпе паллаштарăр-ха.

- Чăн малтанах пире хамăрăн ĕçре ГАИ ветеранĕсем пулăшса пынине палăртса хăварасшăн. Çавăнпа та вĕсем патне тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунисене асăнмалли кунхине хисеплĕ ветерансемпе хамăрăн ĕçтешĕмĕр Алексей Портнов канлĕх тупнă Кивĕ Катекри вил тăпри умне кайса пуç таясси йăлана кĕчĕ. ГАИ сотрудникĕ служба вăхăтĕнче ỹсĕр преступниксен мăшкăлĕ пулса 27 çултах куçне хупнă. Е тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче руль умĕнчи чиперккесене - автоледисене - телейлĕ çул сунса инспекторсем чĕрĕ чечек парнелени те ырă йăлах. Юлашки çулсенче руль умĕнчи хĕрсемпе хĕрарăмсем нумайлансах пыраççĕ.

- Çĕнĕ çулта ырă сунса хăвăрăн сотрудниксене, водительсемпе çуран çỹрекенсене мĕн каланă пулăттăр?

- Çула тухакан кашни çыншăн симĕс çутă çеç пултăр. Ытти вара пурте хамăртан килет: хăвăртлăха пăхăнасси те, ỹсĕрле руль умне ларасран асăрханасси те, автомашина килекен çул урлă чупса каçассинчен сыхланасси тата ытти те. Вăрăм е кĕске çула тухатăн - кашнийĕн çул-йĕр правилине, административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса пăхăнмалла. Ун пек чухне аварисем те, куççульпе çыхăннă инкексем те сахалланĕç.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика