Чăвашпа чăвашлах калаçар

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 12:02 Просмотров: 263

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 5-8 класĕсенче вĕренекенсем ушкăнпа "Королевство потерянных языков" кинофильм пăхрĕç. Ăна ачасемпе çамрăксен "Куча мала" ăсталăх киностудийĕн воспитанникĕсем лартнă. Чăваш чĕлхине пĕтме парас мар текен шухăш пулчĕ кашни кураканăн.

Кĕвĕллĕ юмах вырăспа чăваш халăхĕн туслăхĕ çинчен. Сюжечĕ илĕртỹллĕ. Фильма 100 ытла ача явăçнă. Икĕ хĕрача чĕлхесен тĕнчине лекеççĕ. Анчах унта чăваш чĕлхине тупаймаççĕ. Ăçта çухалнă-ха? Хăрушлăх кĕтмест-и? Вĕсем ăна пулăшма шутлаççĕ. Тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе чăваш чĕлхине çул параççĕ, пĕрлех вырăс чĕлхипе туслашма пулăшаççĕ. Роле вылякансем куракансем патне хăйсен умне лартнă тĕллеве çитерчĕç, тăван чĕлхене упрама çеç мар, ăна юратма кирлине те мала хумаллине палăртрĕç

Çамрăк актерсем ачасене килĕшрĕç. Кашни вĕренекен тăван чĕлхене упрас тĕлĕшпе шухăша кайрĕ. Ăна сыхласа хăварас тесен пĕр-пĕринпе чăвашла калаçмаллине мала хучĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика