Упамса ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 106 çын хутшăннă. Вĕсенчен 74-шĕ каялла таврăнайман.
Пирĕн кỹршĕри Николай Козловăн - 7, Афанасий Сымовăн 5 ача пулнă. Василий Леонтьев вара тин çуралнă ачине хăварса хаяр вăрçа тухса кайнă. Шел те, тăван тăрăха таврăнаймарĕç вĕсем.
Атте, икĕ-виçĕ хут аманнăскер, 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче киле çитрĕ. Астăватăп: каçхине тĕттĕм пỹрте пĕр арçын кĕчĕ. "Ма лампăра çутмастăр?" - терĕ вăл. Анне унăн сассине илтсе кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Ăна кура эпир те йĕме пуçларăмăр. Аманнă пулсан та киле чĕрĕ таврăнчĕ атте. Ытти çынпа пĕрле колхоза ура çине тăратма пулăшрĕ.
Вăрçăран таврăннă салтак Петр Степанов колхоз председателĕнче ырми-канми вăй хучĕ. "Красная поляна" хуçалăха миллионерсен йышне кĕртрĕ. Вăй-халĕ, ăс-тăнĕ епле çитнĕ-ши? 1953 çулта кивĕ пăравус, генераторсем илсе килсе Упамса ялĕнче электролампочка çунма пуçларĕ. Савăнăçлă çак пулăм Первомайски районĕнче (ун чухне район центрĕ унтаччĕ) чи малтан пирĕн яла çитрĕ. Эпир, çамрăксем, питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Александр Козловпа Николай Сымов пире вăйăсем вĕрентетчĕç. Унсăр пуçне вĕсем балалайка ăста калатчĕç, тĕрлĕ юрă шăрантаратчĕç. Клуба пуçтарăнса хаваслă каçсем йĕркелетчĕç. Александр Николаевич мана хăйĕн балалайкине парнелерĕ.
Эпĕ велосипедпа ярăнма юрататтăм. Пирĕн урам варрипе çатма пек çулччĕ, айккипе - çерем, сап-сарă чечек. Çакăнтан хитре ял ниçта та çук пулĕ тесе шухăшлаттăм эпĕ. Эпир, ача-пăча, лапталла хĕрсех выляттăмăр. Питĕ кăсăклăччĕ.
Пирĕн урам кăштах анаталлаччĕ. Эпĕ велосипед çине лараттăм та руль тытмасăрах алла сарса, чĕкеç пек "вĕçеттĕм". Куракансем мана алăсăр, урасăр юласран шикленсе асăрхаттаратчĕç. Халĕ хамран хам тĕлĕнетĕп: ытла та хăюллă пулнă-çке.
Çапла, эпир, вăрçă ачисем, туслă çитĕнтĕмĕр. Виçшер çул хĕсметре пултăмăр. Николай Сымов çыруçă пулнă, Александр Козлов - рота старшини. Вăл мана салтак пурнăçĕ пирки нумай каласа кăтартнă, ăнлантарнă. Çавна май хĕсметре çăмăл пулчĕ. Манăн сăн ỹкерчĕке отличниксен хăми çине те вырнаçтарчĕç.
Пирĕн ачасен шăписем йывăртарах пулчĕç. Афган, Чечен, Сири вăрçинче нушаланчĕç вĕсем. Акă, Сергей Сымов, Николай Леонтьев чăтса ирттерчĕç вĕсене, киле таврăнчĕç. Пирĕн ывăл вара Чернобыльти инкеке пула инвалид пулса юлчĕ. 2006 çулта пурнăçран уйрăлчĕ.
Мăнуксемшĕн те пурнăç тумхахлă килчĕ. Акă Александр Козловăн мăнукĕ Александр Тимайкин, Николай Сымовăн мăнукĕ Николай Сымов Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хучĕç. Тăвансен, кỹршĕсен ачисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни пирĕншĕн çав тери пысăк çухату. Пирĕн мăнукăн Денис Красновăн та асăннă çар операцине хутшăнма тỹр килчĕ. Йывăр аманнăскер госпитательте вăрах сипленчĕ. Тавах Турра, атте пекех чĕрĕ çаврăнса çитрĕ киле.
Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ
Ноябрь 2024 |