Патăрьелĕнче пурăнакан Андрей Владимировичпа Ирина Николаевна Паймуллинсем паян çемье савăнăçне кăмăлтан пĕрле пайласа пурăнаççĕ. Килĕшỹллĕ те туслă, хастар та пултаруллă мăшăр тăватă ача çитĕнтерет: Юлиана, Степан, Всеволод, Ксения. Тăватă чун тĕпренчĕкĕ вĕсемшĕн çемье телейĕ, ырă малашлăх, иксĕлми хавхалану...
- Мăшăрăм, Ирина Николаевна, пысăк çемьере çуралса ỹс- нĕ. Вăл яланах ултă пĕр тăван пĕр-пĕриншĕн тĕрев, пулăшу пулнине, савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулнине, тăванпа пурăнма, хутшăнма ансат пулнине аса илет. Çавăнпа та йышлă ачаллă çемье телей çеç кỹнине эпир малтанах туйнă, çакă пирĕн пысăк ĕмĕт пулнă,- хавхаланса та мăнаçланса каласа парать çемье пуçлăхĕ Андрей Владимирович.
Паян Паймуллинсен пурнăçри хавхаланăвĕ, хастарлăхĕ чăнах та иксĕлми. Вĕсем район мероприятийĕсене те, ыр кăмăллăх акцийĕсене те кăмăлтан хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах çемьепе, ачасемпе катока, бассейна çỹреççĕ, усăллă та кăмăллă кану кунĕсем йĕркелеççĕ тата ытти те.
Çемье пуçлăхĕ - ăста строитель. Пултарулăх ашшĕнченех куçнă. Паян вăл çак енĕпех хăйĕн ĕçне ертсе пырать, хамăр тăрăхра пурăнакансен тĕрлĕ ыйтăвне тивĕçтерет. Ырă йăлана малалла тăсса Андрей Владимирович Степанпа Всеволод ывăлĕсене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать. Вĕсем ашшĕне çеç мар, аслашшĕне те кил тĕрешре те, ĕçре те пулăшаççĕ, вĕсем пекех строительство инструменчĕсемпе ĕçлеме кăмăллаççĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ вара тăватă пепкин юратнă амăшĕ çеç мар, вăл çут çанталăк тусĕ, ăста пахчаçă, чечек ĕрчетекен, алă ăсти, çав вăхăтрах ачисем вĕренекен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, ача садĕнче йĕркелекен мероприятисене те мăшăрĕпе пĕрле хутшăнма май тупать... Çемьене тутлă апатпа савăнтарасси, ачисемпе конкурссене хутшăнма тĕрлĕрен япала ăсталасси те Турă панă пултарулăх. Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ çав вăхăтрах тĕп ĕçне те тỹрĕ чунпа пурнăçласа пырать.
Атте - ыраш хăмăлĕ, анне - унăн кăмăлĕ, тенĕ ваттисем. Паймуллинсен çемйинче ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн çеç мар, юлташĕсемшĕн, пĕлĕшĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çемьере яланах чун ăшши хуçаланни, килекен хăнасене, çынсене яланах тарават пулни, пурне те алă тăсса пулăшма тăрăшни мăшăра тата ытларах хисеплеме çеç май парать. Вĕсен пархатарлă, ырă тĕслĕх илмелли ĕçĕсем сахал мар. Андрей Владимировичпа Ирина Николаевнăн çемье архивĕнче упранакан Хисеп хучĕсем çакнах çирĕплетеççĕ: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк моряксен кадет класне аталанма пулăшса пынăшăн (виçĕ пепки те кадет класĕнче), ачасемпе ашшĕ-амăшĕн творчество конкурсĕсенче палăрнăшăн, Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи храма пулăшнăшăн, Еншикри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса лартнă палăка тăвас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн тата ытти те. Вĕсене шутласа, каласа пĕтерме те йывăр. Паймуллинсен пысăк çемйи районта йĕркеленĕ "Спорт çемйи - сывă наци" конкурс çĕнтерỹçи.
Ырă йывăç ырă çимĕçпех савăнтарать. Тăватă пепки - тăватă тĕрлĕ савăнăç! Юлиана Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 10 класра "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Нумай предметпа вăл район тата республика олимпиадисен çĕнтерỹçи, призерĕ, хастар волонтер, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕнче фортепиано уйрăмĕнче вĕреннĕ, хăйне пур енлĕ аталантаракан хĕрача. Çак шкултах 9 класра вĕренекен Степан вара ашшĕ çулĕпе кайма ĕмĕтленет. Çавăнпа та пушă вăхăт тупăнсанах вăл ăна тĕрлĕ ĕçре пулăшать. Иккĕмĕш класри Всеволод та ашшĕ-амăшне савăнтарсах тăрать. Иртнĕ çул вăл хăйĕн хастарлăхĕпе пĕр тоннăна яхăн кивĕ хут пуçтарса республика шайĕнче пĕрремĕш вырăн тухса палăрнă, Чăваш Енри Çĕнĕ çул елкине хутшăнма тивĕçнĕ. Çемьери пĕчĕк Ксения - чи телейли. Чиперккене ашшĕпе амăшĕсĕр пуçне аппăшĕпе пиччĕшĕсем те хăйсем пекех тĕрлĕ енлĕ аталанса ỹсме пулăшаççĕ.
А. ЕГОРОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |