Студент пулма çăмăл-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 12:58 Просмотров: 188

ЯНВАРĔН 25-мĕшĕ - Раççей çамрăкĕсен чылай ăрăвĕшĕн, Татьяна ятлă чиперккесен чи юратнă уявĕсенчен пĕри. Асап тỹссе вилнĕ Татиана кунне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те паян çĕршер студент паллă тăвать. Унсăр пуçне вырăнсенче çак ятпа культура мероприятисем йĕркелеççĕ, студентсене, Татьянăсене саламлаççĕ. Çак сăлтавпа Каншелĕнчи клубра та ял çамрăкĕсем, тĕрлĕ шайри вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухакансем хушшинче конкурс ирттернĕ. Наталья Ильметова культорганизатор хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх сцена çинчи тупăшу, шỹт, студент пурнăçĕнчи ырă аса илỹ пурин кăмăлне те кайнă. Тавра курăма тĕрĕслемелли ыйтусене çамрăксем çийĕнчех хуравланă пулин те студент пулма интереслĕ, çапах та çăмăл пулманнине йышăннă. Сăмах май каласан, паян çак ялти 10а яхăн студент тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухать.

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика