Çул çитмен пур ача та тимлĕхре пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 12:58 Просмотров: 212

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ. Ларура РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 30 ĕçе пăхса тухрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене воспитани парас ĕçре кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнипе, пăхса çитерейменнипе çыхăннă. Çавна май 18 çул тултарман ачасем руль умне ларса тухса ГИБДД сотрудникĕсен аллине çакланни те, каçхине урамра хулиганла ĕçсем туни, обществăлла вырăнта йĕркесĕр тытни, ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнче эрех ĕçни е харкашни тата ытти те тĕл пулать. Комиссие чĕнтернĕ кашни çынпах калаçу ирттерчĕç, саккунпа килĕшỹллĕн тивĕçлĕ йышăну турĕç.

- Комиссин тĕп тĕллевĕ çынсене штраф парса çемьене тăкак кỹресси мар. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан çул çитмен кашни ача тимлĕхре пултăр, вăхăтне усăллă ирттертĕр, сывă та тĕреклĕ ỹстĕр. Çавăнпа та ашшĕ- амăшĕн те, ачисен те йĕркене пăхăнмалла,- терĕ Светлана Алексеевна ларăва чĕнтернисен умĕнче комисси ĕçне пĕтĕмлетсе.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика