Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 13:09 Просмотров: 271

Производство ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ (1977 çул), Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1999), Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ гражданинĕ (2000 çул) Пантелеймон Михайлович Ермошкин (28.01.1933) 90 çул каялла Каншелĕнче çуралнă.

П. Ермошкин - Саратоври ял хуçалăх институчĕн выпускникĕ. Вăл Йĕпреçри машинăпа трактор станцийĕнче механик-контролер, 1958-1961 çулсенче Йĕпреçри техника юсакан станцинче тĕп инженер пулса ĕçленĕ, "Сельхозтехника" пĕрлешĕве ертсе пынă. 1978-1990 çулсенче - Йĕпреç райисполкомĕн председателĕ. 1990-2004 çулсенче - Йĕпреç районĕнчи техника юсакан предприятийĕн директорĕ.

 Хисеплĕ ентешĕмĕре ĕçри çитĕнỹсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика