Килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар... е

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 13:09 Просмотров: 257

Çĕньял тата Нăрваш Шăхаль территори пайĕсенчи граждансен пухăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ пирки Иртнĕ эрнере пĕр кунта умлă-хыçлах икĕ территори пайĕнчи ял çыннисем вырăнти влаç çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçĕсем пирки отчетсем итлерĕç. Икĕ тĕрлĕ территори пайĕ, иккĕшĕ те начар мар аталанса пыраççĕ. Йышĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлсах тăмаççĕ: Çĕньял тăрăхĕнче виçĕ ялти 609 хуçалăхра 1340, Нăрваш Шăхаль тăрăхĕнчи виçĕ ялта 687 хуçалăхра 1536 çын пурăнать. "Лавĕсем" умĕнче-Çĕньялта пултаруллă хĕрарăм Мария Мадюкова, Нăрваш Шăхалĕнче çар çынни пулнă Николай Раськин хастар (халĕ вăл Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ). Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕн пайĕсенче халăхпа килĕштерсе туса пыракан кăтартуллă, пуçаруллă ĕçсем сахал мар. Халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕлĕшпе те сахал мар тимлеççĕ. Çапах та отчетлă пухусенче ял çыннисем хускатнă ыйтусене, тухса калаçакансен сĕнĕвĕсене ертỹçĕсен малашнехи ĕçре усă курмах тивĕ.

"Пĕрлĕхре - вăй, ăнăçу, килĕшỹ, аталану"

Çак сăмахсене Çĕньял территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Мария Мадюкова хăйĕн докладĕнче пĕрре мар асăнчĕ. Пĕтĕмлетỹ сăмахне хыснана кĕрекен укçа-тенкĕрен пуçларĕ. 2022 çулта вĕсен поселенийĕн бюджечĕ 4 миллион тенкĕ ытларах пулнă. Планпа халăхран пухакан налук 790286 тенкĕ, вĕсем ăна 1063260 тенкĕ пухнă. Пурлăхшăн тỹлекеннипе çеç кăштах тулайман. Çав вăхăтрах Мария Ильинична парăмçăсен айăпĕпе 200 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕне парса çитерейменнине те асăрхаттарчĕ.

Территоринчи çулсене тытса тăрас тĕллевпе 2022 çулта 148076 тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Килĕшĕве пĕтĕмпех пурнăçланă. Бюджетра уйăрса хăварнă 458355 тенкĕпе икĕ урамри çула - Çĕньялти Чиккен касси (102 230 тенкĕ), Çăл Атăкри Полевая (228368) - вак чул сарса тикĕсленĕ. Район депутачĕн фондĕнчи 50000 тенкине Çĕньялти "Хавал" паркăн картине тытнă çĕре усă курнă. Маларах С. Манзуркин Çĕньял масарĕ патне каякан çула чул сарнă, пуçару бюджечĕпе Ленин урамне юсанă.

Чăваш Автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа Республика Пуçлăхĕ уйăрнă 100 пин тенкĕ укçапа Çĕньялсем яла кĕнĕ çĕре стелла вырнаçтарнă, Çăл Атăк масарĕ патне кайма вак чултан утма çул сарнă, Анат Тăрмăшĕнче Улăх кассине каякан кĕпере юсанă.

 Паян ялсенче общество хастарĕсемпе пысăк ĕç туса пыракансем пулни уйрăмах хавхалантарать. Çĕньялсем ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ. Хальхи вăхăтра кунта ял старостисем пĕрремĕш пулăшуçăсем шутланаççĕ. Вĕсен хастарлăхĕпех юлашки икĕ çулта тирпей-илемпе çыхăннă 39 субботник йĕркеленĕ! Анат Тăрмăш шкул территоринчи палăка сăн кĕртесси те, унти хăрăк йывăçсене касса тирпейлесси, садри чăтлăха тасатасси тата ытти те пурте пĕрлехи вăйпа кар тăрса пурнăçланă ĕçсем пулнине палăртрĕ докладчик, пурне те пысăк ĕçшĕн тав турĕ.

Территори пайĕнче культура вучахĕсем иккĕ: Анат Тăрмăшри культура çурчĕ тата Çĕньялти клуб (ертỹçисем - Н. Квасова тата Ю.Езюков), икĕ вулавăш (заведующийĕсем В. Нестерова тата С. Шагарова). Вĕсем пурте тăрăшса, ял халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ, пурнăçри çĕнĕлĕхсене те хăнăхса пыраççĕ.

М. Мадюкова хăйĕн докладĕнче ытти ыйтупа пĕрлех тепĕр ырă пулăм пирки те чарăнса тăчĕ. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Геннадий Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти шкулта районти искусство шкулĕн филиалĕ - театр студийĕ ĕçлет. Ачасем унта хаваспах çỹреççĕ, сцена çинчи пултарулăхне аталантараççĕ. Ăна Алина Антонова ертсе пырать. Кунтах И. Вазюкова вожатăй ертсе пынипе волонтерсен юхăмĕ те вăй илсе пырать. Вĕсем ялти палăксене тирпейлесе тăраççĕ, ватăсене пулăшаççĕ, ытти ĕçсенче те хастарлăх кăтартаççĕ. Çывăх вăхăтра вара Г. Айхи ячĕпе хисепленекен шкулта тата ытларах ырă улшăнусем пуласса шантарчĕ Мария Ильинична. Кĕçĕн классен çурт тăррине çĕнĕрен витесшĕн. Çак тĕллевпе "пăр" тапраннă темелле.

- Çĕньялсемшĕн тĕнче шайне тухнă Геннадий Айхи поэт пысăк мăнаçлăх. Çавăнпа та хисеплĕ ентешĕмĕр ят-сумне тата ытларах çĕклес, çав вăхăтрах вăл вĕреннĕ тăван шкулне, юратнă тăван ялне малалла аталантарас тĕллевпе ун ячĕпе тĕрлĕрен программăна хутшăнса ырă ĕçсем тума май пур. Кун валли пуçарулăх, хастарлăх, пĕршухăшлăх çеç кирлĕ тесе шутлатăп,- пĕтĕмлетрĕ пухура хăйĕн шухăшне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ, кашни сĕнỹ паха

Нăрваш Шăхаль территори пайĕнче 2022 çул итогĕпе йĕркеленĕ отчетлă пухăва халăх хастар хутшăнчĕ. Н. Раськин тĕп доклад туса панă хыççăн çынсем тĕрлĕрен ыйту хускатрĕç: пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса хĕллехи вăхăтра шыв илес йывăрлăх, çĕр арендишĕн пурте укçа тỹлеменни, çĕр пайĕсене уйăрнă (межевани тунă) чухне ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменни, урамсенчи çутă çукки, вăл час-часах сỹнсе ларни, хуçасăр йытăсем тата ытти те...

Паллах, пухура хускатнă кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ, кашни сĕнỹ паха пулни сисĕнчĕ. Чăн малтанах доклад пуçламăшĕнче Нăрваш Шăхаль тăрăхĕнчи юлашки çичĕ çулхи демографи лару-тăрăвĕ, çынсен шучĕ чакса пыни залра ларакансене шухăша ячех-тăр. Çак тапхăрта 189 çын вилнĕ, 81 ача çуралнă. Халăх йышĕпе Нăрваш Шăхальпе Вăрманхĕрри Шăхалĕнче ырă улшăну. Апрушнайĕнче вара 2018 çулта 38ăн пурăннă пулсан, 2022 çулта 12ĕн çеç юлнă... Кунти 37 хуçалăхран 25-шĕн хапхи çинче çăра çакăнса тăрать. Çапах та çак ялсен хастарлăхĕ, пуçарулăхĕ, ĕмĕчĕ пысăк-ха. Кунти староста та çанă тавăрсах ĕçлет темелле. Çавăнпа та Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов пĕчĕк ялăн пысăк ыйтăвĕ - вĕсем патне "кăвак çулăма" илсе çитересси - хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ пулнине, çак ыйтупа ĕçленине палăртса хăварчĕ.

 Территори пайĕнче социаллă, культура объекчĕсемсĕр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсем те пур. Ял çыннисем "Труд" кооперативра, "Агрофирма "Шанс" пĕрлешỹре тăрăшаççĕ. Унчченхи ĕç шавĕ чарăнман темелле. Унсăр пуçне фермер хуçалăхĕсем, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсем те сахал мар. Çакă та савăнтарать. Вĕсем пахча çимĕç çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ытларах тимлеççĕ. Çавăнпа та хуçалăхсем аталанни, тĕрлĕрен объектсем хăпартни ял халăхĕн пурнăçĕ ырă енне улшăннине çирĕплетет. Çак тăрăхра килти хушма хуçалăхпа пурăнакансем те сухан-севок, купăста, ытти пахча çимĕç туса илессипе опыта çулсеренех ỹстерсе пыраççĕ.

Ялсене тирпей-илемпе хăтлăх кĕртесси - тĕп ыйтусенчен пĕри. Нăрваш Шăхальсем те ку тĕлĕшпе кăтартуллисен шутĕнче. Пĕлтĕр çеç кĕркуннехи-çуркуннехи субботника вĕсем 21 хутчен кар тăнă, вĕсенче 400 ытла çын хутшăннă. 2022 çулта çынсем хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ пуçтарса масарсене хăтлăх кĕртме 300 пин тенке яхăн расхутланă.

Инкек никама та куçа курăнса килмест. Пушар та çавах. Çак территори пайĕнче ял халăхĕ хăйсен вăйĕпе ирĕклĕ пушар хуралне тытса тăнине те палăртса хăвармалла. 2022 çулта пушар машинипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма 78 400 тенкĕ кайнă. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти территорисен Шăрваш Шăхальсенчен ырă тĕслĕх илмелли пур.

Патăрьел муниципалитет округĕнче çỹп-çап реформине тĕрлĕрен йышăнчĕç. Хăшĕсем çак ыйтăвăн пĕлтерĕшне паянхи кун та йышăнса çитереймеççĕ, контейнерсенче пуçтарăнса пыракан хытă каяшсене тиесе илсе кайнăшăн тĕрлĕ сăлтав тупса тỹлемеççĕ. Нăрваш Шăхальсем ку тĕлĕшпе те чи кăтартуллисем. Муниципалитет округĕпе халăхăн 80 проценчĕ çăмăллăхсемшĕн уйăхсерен татăлса пырать пулсан, вĕсем ăна 90 процент ытларах та пурнăçлаççĕ. Çавăнпах-тăр урамĕсенче çỹп-çап вĕçсе çỹренине те, кирлĕ мар вырăнта ăпăр-тапăр выртнине те курма çук. Контейнерсене вăхăтра пушатаççĕ. Иртнĕ çулсенче вĕсен урамĕ тата уйрăм хуçалăхсем тирпей- илем енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсĕнче малти вырăнсене йышăнни те çакнах çирĕплетсе парать.

 А. ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика