Тăрăнти культура çуртĕнче Раççейри педагогпа наставник çулталăкне халалласа Леонид Матвеевич Лялькинăн пултарулăх каçне ирттерчĕç. Ăна кунти библиотекăра ĕçлекен Нина Мазякова ертсе пычĕ.
Леонид Матвеевич Лялькин 1936 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче çак ялта йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Çамрăкранах вулама, ỹкерме, юрлама юратнă. 2 класс программине вăл пĕр çултах алла илме пултарнă. 7 класс вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Кунта сăвă çырас ăсталăхпа палăрнă. Вĕсене юрра хывнă. Ỹкерчĕксен конкурсĕсене явăçнă.
Поэт-композитор скрипкăпа, магдолинăпа вылянă. Вырсарни шкулне йĕркелесе янă.
Пултарулăх каçне Тăрăн территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Николай Рубцов, Патăрьел муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаципе тивĕçтерỹ пайĕн начальникĕ Наталья Никитина, тĕп специалист эксперчĕ Полина Логунова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Юлия Миронова, чăваш писателĕ, литература критикĕ, филологи наукисен кандидачĕ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинăн шăллĕ Валерий Матвеевич, унăн вĕренекенĕ пулнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Валентина Ситова, пĕр вăхăтра ялти шкулта ĕçленĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти "Кĕрсе тух" лавкка ертỹçи Александр Самакин, Чăваш наци конгресĕн Патăрьел муниципалитет округĕн уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова, Патăрьелĕнчи каçхи шкул вĕрентекенĕ Галина Хлебникова, Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшăнчĕç. Тăрăнти хĕрарăмсен ансамблĕ, Мария Жукова Леонид Матвеевич юррисене шăрантарчĕç.
Вĕреннĕ вăхăтрах Геннадий Айхи çамрăк поэтпа туслашнă. Л. Лялькин сăввисем районти "Авангард" хаçатра тăтăшах пичетленетчĕç. "Юхма" литература пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ пулнă вăл.
Педучилище хыççăн Леонид Матвеевич икĕ çул ялти библиотекăра ĕçленĕ. 1959 çулта вара педагогика ĕçне кỹлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех çакăнта тăрăшнă. Общество пурнăçне хастар хутшăннă. Шкул хорне ертсе пынă. Лектор-пропагандист пулнă. Унăн юррисене Тамара Чумакова, Михаил Денисов тата ыттисем те юрланă. Чăвашрадио фондĕнче вĕсем паян та упранаççĕ.
Л. Лялькин пурнăçра вĕрентỹпе шкул, поэзипе музыкăна, журналистикăна çума-çуммăн лартса илсе пынă. Тăрăнти шкулта вĕрентнĕ хушăрах ялти çитĕннисен тата ачасен хорĕсен ертỹçи те пулнă. Вăл йĕркеленĕ ушкăн 1967 çулта хăйĕн пултарулăхне Чăваш телевиденийĕпе кăтартса тĕлĕнтернĕ. Çав ĕçсене тунă вăхăтрах талантлă çамрăк литературăпа юрă-кĕвĕ, сăнỹкерỹ, хаçат-журнал ĕçĕсенчен те самантлăха та уйрăлман. Çырнисен пуххине пичетлесе кăларнă
Кĕнеки тытăмĕ енĕпе килĕшỹллĕ те тăпăл-тăпăл. Вăл поэмăсемпе сăвăсенчен, юрăсенчен, хаçат хайлавĕсенчен тата сăнỹкерчĕксенчен тăрать. Чăваш халăх ăсчахĕн Д. Коннов умсăмахĕнчен уçăлать.
Çырнисен пуххин тĕп пайне поэзи йышăнать. Ăна, жанрĕсене кура, икĕ пая уйăрнă: поэмăсем тата сăвăсем. Поэмисем виççĕшĕ те биографиллĕ. Малтанхи иккĕшне хамăр халăхăн мухтавлă ывăлĕсене И. Я. Яковлевпа Çеçпĕл Мишшине, виççĕмĕшне тăван тăрăхри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă икĕ пикене халалланă. Хайлавсенче геройсен сăнарĕсене туллин уçса панă. Публицистикăпа илемлĕ шухăшлава тачă çыхăнтарса çырнă.
500 ытла сăвă авторĕ Леонид Çилкас. 100 ытла юрă кĕвĕленĕ. Унăн сăввисем витĕмлĕ, сĕтеклĕ вуланаççĕ. Юррисем чуна çывăх шăранаççĕ. Тăван çĕршыва вăл анне сăнарĕпе танлаштарать. Пурăннă пулсан тата та нумай çырнă пулĕччĕ Леонид Матвеевич. Шел, вăл 2021 çулхи март уйăхĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ..
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |