Чике тăршшĕ ан ларăр,суя укçаран асăрханăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:24 Просмотров: 615

 ЮЛАШКИ вăхăтра ялсенче унта та кунта сухан севок, ытти пахча çимĕç туянакансен автомашинине асăрхама пулать. Çĕрпе ĕçлекенсемшĕн çуркунне умĕнхи суту-илỹ сезонĕ пуçланчĕ темелле. Çавăнпа та палламан çынсене, ют регионсенчен килнĕ усламçăсене пысăк тăкакпа, вăй-хал парса çитĕнтернĕ продукцие тỹрех вĕсем ыйтакан хакпа сутса яма тăрăшмалла мар. Патăрьелсен "бренчĕ" яланах пысăк хака тивĕçлĕ!

Тепĕр самант пирки те манса ан кайăр. Хыпăнса, пăлханса ỹкнĕ вăхăтра сире палламан çынсем суя укçа та тыттарса хăварма пултараççĕ. Çавăнпа та уйрăмах пысăк номиналлă купюрăсене тĕплĕн, тимлесе пăхăр, иккĕленетĕр пулсан çийĕнчех йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем патне шăнкăравлăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика