Чыслава тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:25 Просмотров: 562

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2023 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче кăларнă 4-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн культура тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" автономи учрежденийĕн Тури Чакă ялĕнчи клубĕн "Чемен" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçине Анатолий Георгиевич Гаврилова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2023 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче кăларнă 5-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Патăрьел муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаципе тивĕçтерỹ пайĕн тĕп специалист-экспертне Полина Леонидовна Логуновăна "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" паллăпа наградăланă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика