Выльăх шучĕ ỹснĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:30 Просмотров: 637

Патăрьел муниципалитет округĕнче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19819 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ (2021 çулхи çак вăхăтринчен 2,5 процент нумайрах), унтан ял хуçалăх организацийĕсенче - 3816 (109,3), фермер хуçалăхĕсенче 3481 (100), уйрăм хушма хуçалăхсенче 12522 (101,1), вăл шутран ĕнесем 7721 (100): ял хуçалăх организацийĕсенче - 1673 (101), фермер хуçалăхĕсенче 1035 пуç (97), хушма хуçалăхсенче - 5013 (100,2 процент). Сыснасен йышĕ те 2,9 процент ỹснĕ, 18688 пуçа çитнĕ, ял хуçалăх организацийĕсенче - 15700 пуç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ лашасен шучĕпе республикăра малтисенчен пĕри, çулталăк пуçламăшне 2285 пуç (101 процент) пулнă. Сăмах май, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем те утсене ытларах усрама пуçларĕç. Сутлăх, какайлăх, кил-хуçалăхра ĕçлеме тытаççĕ. Çавăн пекех ятарласа ăмăртусене хутшăнассишĕн те туянакансем пур. Урхамахсен республикăри тата ун тулашĕнчи çитĕнĕвĕсемпе хаçатра паллаштарсах тăратпăр.

Патăрьел фермерĕсенчен чи нумай лаша Шăнкăртамри Эльмир Земдихановăн. Унăн икĕ вите тата хăмлаттармалли блок та пур.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика