Иккĕленчĕклĕ çынсенчен те асăрханмалла....

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:32 Просмотров: 547

ПĔР-ИКĔ çул каялла хĕллехи шартлама куна пăхмасăр йывăр çын хĕрарăм хăйне укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтса çỹренине хăшĕ-пĕри курнă та, илтнĕ те пулĕ. Çакскер йывăр лару-тăрура, çунса кайса пĕр пурлăхсăр тăрса юлнине ĕнентернĕ. Нумай пулмасть хаçат редакцине йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ йывăр çын "ролĕнчи" çакнашкал хĕрарăм (тен, урăххи) пулни пирки шăнкăравларĕç. Хальхинче те вăл пушарта шар курнине ĕнентерет. Хăшне-пĕрне Хирти Пикшикрен тесе каланă тĕслĕхсем те пур. Пушар надзорĕн сводкинчен вара çак ялта юлашки вăхăтра вут-кăварпа çыхăннă нимĕнле инкек (Турă сыхлатăр) те пулманни паллă. Çавăнпа та телефон, банк урлă укçа-тенкĕ вăрлакан мошенниксенчен çеç мар, алăкран килсе шаккакан иккĕленчĕклĕ çынсенчен те асăрханма тăрăшмалла. Май пулсан ун пирки çийĕнчех полицие пĕлтермелле.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика