Смартфон пушар сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:33 Просмотров: 651

ВУТ-КĂВАР синкерлĕхĕпе çыхăннă сăлтавсем ытларах хамăр асăрханманнипе, электропроводка, кăмака юсавсăррипе тата ытти сăлтавпа та сиксе тухаççĕ. Юлашки вăхăтра вара розеткăна заряд илме чикнĕ планшетсемпе мобильлĕ телефонсем те пушар кăларма пултарнине час-часах асăрхаттараççĕ. Мухтав Турра, пирĕн тăрăхра иртнĕ çул çакнашкал тĕслĕх пулман. Çапах та 2022 çулта çĕршывра пулнă пушартан 500-шĕ çак сăлтавпа çыхăнни кашнинех шухăшлаттармалла. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем çакнашкал инкерен хăтăлас тĕллевпе сертификациленĕ заряд хатĕрĕпе, аккумулятор батарейипе çеç усă курмаллине асăрхаттараççĕ. Çĕр каçма розеткăна чиксе хăварнă телефон та пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика