Вĕлле хурчĕ ĕçчен çынна кăмăллать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:36 Просмотров: 557

Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен "Вĕлле хуртне пулăш" форумĕ иртрĕ. 8-мĕш хут йĕркелекен мероприятие Швейцаринчен çитнĕ Беньямин Форстер, Беларуç республикинчи Андрй Шушеначев онлайн мелĕпе, Ярославль, Оренбург, Самара, Ульяновск, Чулхула облаçĕнчи, Тутар, Мари, Мордва республикисенчи, Чăваш Енри тĕрлĕ округри утарçăсем хутшăнчĕç.

Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче утарçăсен ĕç хатĕрĕсемпе тата вĕлле хурчĕ хатĕрлекен продукципе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Мăн асатте-асанне усă курнă пыл юхтармалли хатĕрсене тата хальхи вăхăтрисене курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем инсценировка урлă утарти пĕр саманта кăтартса пачĕç. Çавăн пекех çынсем пыл, перга, чечек тусанĕ тата ыттине те туянма пултарчĕç.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ. Вăл утарçăсене ырми-канми ĕçĕшĕн тав турĕ, çакăн пек тĕнче шайĕнчи форумсем усăллине, çĕнĕлĕхсене алла илме май панине каларĕ. Сăмах май, Рудольф Васильевич хăй те вĕлле хурчĕсем тытать, çавна май пыл туса илесси çăмăл мар иккенне питĕ лайăх ăнланать. Вăл Нина Спиновăна, Александр Богданова тата Татьяна Емельяновăна Патăрьел муниципалитет округĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Хурт-хăмăрçăсенчен чылайăшĕ утарĕсене вăрманта тытаççĕ. Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Елена Дымза вăрманти лаптăка арендăна илмелли йĕркепе, территорине таса та тирпейлĕ тытса тăрасси, пушар тухасран сыхланасси тата ытти ыйтусем тавра сăмах пуçарчĕ.

Чăваш Республикипе тата Ульяновск облаçĕпе тимлекен Россельхознадзор управленийĕн ертỹçин çумĕ Антон Лукин сутлăха хатĕрленĕ пыла тата ытти продукцие тĕрĕслеттермеллине, суту-илỹ правилисене пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

Тĕнче шайĕнчи мероприятинче Турханти паллă утарçă Николай Пирожков кăларнă "Чăваш Республикинчи паллă утарçăсем" кĕнекене те презентацилерĕç. Унта Чăваш Енри чылай утарçăн ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе, специалистсен канашĕсемпе паллашма пулать. Пичет кăларăмне Николай Петровичăн хĕрĕ - И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Татьяна Емельянова - пахаларĕ. Вăл утарçăсен пурнăçĕпе паллаштаракан ĕçе малалла тăсма та хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшне ыттисем те ырларĕç.

 Пирожковсен вĕлле хурчĕ усрасси йăхран-йăха куçса пырать. Вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ 200 çула та çитнĕ. Николай Петрович аслашшĕ, ашшĕ вĕрентнисене те асра тытать, çав вăхăтрах хăй те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен конференцисене çỹресе çĕнĕлĕхсемпе паллашать. Ыттисен тавракурăмне аталантарассишĕн те тăрăшать: паллă ученăйсене, специалистсене ятарласа чĕнет. Патăрьелĕнче иртнĕ тĕнче шайĕнчи форум та вăл тăрăшнипех пулчĕ.

Вĕлле хурчĕсем те чирлеççĕ. Вĕсене вăхăтра сыватмасан, тивĕçлĕ йышăнусем тумасан нимсĕр те тăрса юлма пулать. Беларуç Республикинчи утарçăсен "Вĕлле хурчĕ тата пыл" ассоциацийĕн председателĕ Андрей Шушеначев онлайн мелĕпе пыл пухакан хуртсен чирĕсем, вĕсене сиплемелли мелсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Залра ларакансемшĕн çĕнĕлĕхсем, пĕлмеллисем нумай пулчĕç.

Ăвăсри пестицидсемпе антибиотиксенчен хăтăлма пулать-и? Вĕсем çын сывлăхĕшĕн мĕнлерех хăрушлăх кăларни тата ытти çинчен те Беньямин Форстер пĕлтерчĕ. Вăл чирленĕ хуртсене антибиотиксем париччен ытти эмелсемпе, çĕнĕ йышшисемпе сиплесе пăхмаллине, сертификат çуккисене туянмалла маррине асăнчĕ.

Форума килнисемшĕн Чăваш патшалăх аграри университечĕн зоотехника тата ветеринари медицини факультечĕн деканĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Геральд Тобоев вĕлле хурчĕсен ăратлăхĕпе тата вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассипе, утарçăсен йыша упраса хăварма кĕркунне тумалли ĕçсемпе тунă доклад та питĕ интереслĕ пулчĕ.

Пыл ытларах илес тесен çынсен хăйсен те тăрăшмалла. Чăваш патшалăх аграри университечĕн терапи, акушерство тата морфологи кафедринче ĕçлекен ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Анатолий Скворцов çăкан тĕрлĕ тĕсне лартни продукцие ỹстерме май панине пĕлтернĕ май хăйĕн опычĕсем çинче те чарăнса тăчĕ.

 Канашлура Хусанти агробизнес кадрĕсене хатĕрлекен институт профессорĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ Валентин Шилов, Мари Элти утарçăсен обществин председателĕ Павел Савин, Мордовинчен килнĕ Сергей Юматов тата ыттисем те сăмах илчĕç.

 "Вĕлле хуртне пулăш" форумра яланах чи лайăх пыла палăртасси йăлара. Кăçал конкурса пилĕк регионти (Чăваш Республики, Тутар Республики, Ульяновск, Чулхула, Ярославль облаçĕсем) утарçăсем хаклав валли 54 савăт тăратнă. Пĕрремĕш вырăна Вăрнар тăрăхĕнчен килнĕ Иван Федоров, иккĕмĕшне Турханти Светлана Ивановăпа Улатăр муниципалитет округне кĕрекен Кивĕ Эйпеçри Василий Казанцев, виççĕмĕшне Первомайскинчи Роза Власова тата Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Марат Искаков йышăнчĕç.

Мероприяти тухăçлă, çав вăхăтрах пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика