Патăрьелĕнче - республика ăмăртăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:41 Просмотров: 531

Патăрьел муниципалитет округĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра армрестлингпа республикăра мала тухассишĕн 2008-2009 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Унта 7 командăри 120 ытла спортсмен тупăшнă

. Çакна палăртмалла: армрестлинг енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту пирĕн муниципалитетра 12-мĕш çул умлă-хыçлах иртет.

Ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, республикăри армрестлинг федерацийĕн председателĕ Алексей Атласкин, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, спорт ветеранĕсем тата хăнасем саламланă.

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче спортсменсене республика шайĕнче çеç мар, Раççей, тĕнче пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнỹсем тума ăнăçу суннă. Патăрьел муниципалитет округĕн 13 спортсменĕ çĕнтерỹçĕ тата призер шутне кĕнĕ. Çапла вара командăсем хушшинче пире çитекенни пулман. Иккĕмĕшне Шăмăршăсем, виççĕмĕшне Шупашкарсем тухнă. 1-2 вырăнсене йышăннă спортсменсем пĕрремĕш спорт разрядне тултарнă. Мала тухнисемпе призерсем дипломсемпе медальсене тивĕçнĕ

Фитнес-аэробика çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК воспитанникĕсем Чăваш Республикинче тата чемпионатĕнче мала тухассишĕн фитнес-аэробикăпа ăмăртăва хутшăнчĕç. Вĕсем тĕп хулари маунтинбайка аталантарас енĕпе ĕçлекен центр базинче иртрĕç. "Степ"- "Батыр ачисем" тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. "Грация" команда вара виççĕмĕшне тухрĕ. "Аэробика" номинацире "Çĕнĕ ăру" команда каллех виççĕмĕш пулчĕ.

Татьяна Торговцева тренер-преподавательпе спортсменсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççех.

Вĕрентекене асра тытса

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне В.Волкова асăнса волейболпа выляссипе йăлана кĕнĕ республика турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл улттăмĕш хут пулчĕ. Унта 6 команда хутшăнчĕ.

Патăрьел, Тăвай округĕсен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпỹ, Улатăр хулисен волейболисчĕсем ăмăртрĕç. Спортсменсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕ кăтартрĕç. Вылякансене волейбол вăййине кăмăллакансем хавхалантарса тăчĕç.

Пĕрремĕш вырăна Шупашкар, иккĕмĕшне Улатăр хулисенчи, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи спортсменсем йышăнчĕç.

Хисепре шахмат вăййи

Çамрăксен "Селэт Батыр" обществăлла центрĕнче шахматла выляссипе республика ăмăртăвĕн вырăнти шайри тупăшăвĕ иртрĕ. Унта 6 шкултан 8 команда хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш вырăна Тутар Сăкăтĕнчи, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулăн аслă тата кĕçĕн ушкăнсенчи командисем йышăнчĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика